Ырӑ пуҫарӑва хутшӑннӑ

ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗ «Вӗренме кайма пулӑш» акци ирттернине хаҫатра пӗрре мар ҫыртӑмӑр. Центр ӗҫченӗсем унта пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хапӑлласах хутшӑннине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ, тулли мар, инвалид ача пур, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене валли канцеляри таварӗсем, рюкзаксем, вӗренӳре кирлӗ ытти хатӗр-хатӗр илсе пырса параҫҫӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Людмила Макарова, администрацин пай ертӳҫин ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Мария Илларионова, Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн ӗҫченӗсем, центр ҫумӗнчи волонтерсем те ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе ӑнӑҫсӑр ҫемьесенчи 32 ачана канцеляри таварӗсемлӗ рюкзаксем парнеленӗ. Сахал тупӑшлисене те пуҫтарӑнса пыракан тетрадь-ручкӑсене пухса парассине йӗркеленӗ.

 «Ача валли — тетрадь» ыр кӑмӑллӑх пуҫарӑвӗнче округра пурӑнакан уҫӑ кӑмӑллӑ уйрӑм предприниматель Сергей Самарин пысӑк пулӑшу кӳнине те палӑртса хӑвармалла. Сергей Юрьевич республикӑри ача сачӗсенче, шкулсенче тата ытти учрежденисенче электромонтаж ӗҫӗсем тӑвать. Мӑшӑрӗпе пӗрле  вӗсем икӗ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ.

«Кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшли ҫемье тесе шутлатӑп. Вӑл пӗр-пӗрне ӑнланни, шанни, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни, пӗрле ӗҫленипе савӑнни ҫинче тытӑнса тӑрать.

Эпӗ ҫак акцие пӗрремӗш ҫул хутшӑнатӑп. Хамӑр тӑрӑхри ачасене шкула пуҫтарӑнма вӑй ҫитнӗ таран пулӑшас килет. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурне те питӗ лайӑх вӗренме сунатӑп!» — тет Сергей Самарин.

Асӑннӑ акци сентябрӗн 12-мӗшӗччен пырать, вӑл вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха. Апла-тӑк ырӑ ӗҫе хутшӑнма, ачасене пулӑшма васкасчӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *