Пени тӳлесрен хӑтараҫҫӗ

Пени тӳлесрен хӑтараҫҫӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев коммуналлӑ пулӑшусемшӗн, капюсавшӑн вӑхӑтра е туллин тӳлеменшӗн пени шутласа парасран хӑтаракан граждансен категорийӗсен переченьне анлӑлатакан Указа алӑ пуснӑ. Маларах ҫак пулӑшу виҫине республикӑри мобилизациленӗ граждансем кӑна тивӗҫейнӗ пулсан, халӗ унпа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пур ҫын та усӑ курма пултарать.

СВО-на хутшӑннӑ тапхӑрта пени пуҫтарӑнасран граждансен тата вӗсен ҫемье членӗсен ҫак категорийӗсене хӑтараҫҫӗ:

 — РФ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене мобилизациленӗ ҫар ҫыннисене;

 — контракт мелӗпе РФ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре тӑракан ҫар ҫыннисене;

— Росгвардин, федерацин хӑрушсӑрлӑх службин чикӗ хуралӗн органӗсен сотрудникӗсене;

— Федерацин «Оборона ҫинчен» саккунӗн 1 статйин 6-мӗш пунктӗнче палӑртнӑ органсен ӗҫченӗсене;

— хӑйсен ирӗкӗпе ҫар ретне тӑнисене.

Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен ҫар ҫыннин е унӑн ҫемйин членӗсен управляющи е эксплуатацилекен компание,  ресурспа тивӗҫтерекен организацисене, йӑлари хытӑ каяшсемпе ӗҫлекен регион операторне, Патшалӑх е муниципалитетӑн ҫурт-йӗр фончӗн хуҫине е унӑн шаннӑ ҫыннине ыйтса заявленисем памалла.

Нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрлехи пурлӑха тӗпрен юсама взнос тӳлеменшӗн пени шутлассинчен хӑтарма капремонт фондне е кам ячӗпе ятарлӑ счет уҫнӑ, ун ячӗпе заявлени ҫырмалла.

Тӳлеврен хӑтармалли йышӑнӑва       яваплӑ органсем виҫӗ ӗҫ кунӗ хушшинче палӑртаҫҫӗ. Анчах ку ҫӑмӑллӑхпа  ҫар службинче тӑнӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, контрактпа ҫарта пулнӑ  тапхӑрта ҫеҫ  усӑ курма юрать. Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫӳлерех асӑннӑ организацисене 10 ӗҫ кунӗнчен кая юлмасӑр служба вӗҫленни пирки пӗлтермелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *