Вторник, 30 апреля

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ

Вӑрман хӗрринче палаткӑсем лартса ҫӗр каҫни, ушкӑнпа гитарӑпа юрӑсем юрлани, вут ҫинче хуранпа  пӗҫернӗ апата кӑмӑлтан ҫини, ҫӗнӗ туссем тупни, ӑмӑртусенче мала тухассишӗн талпӑнни… «Орленок» тата «Зарница» ҫар вӑййисем пирки каласан куҫ умне чи малтанах  ҫак ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ. Ку тапхӑра аса илсен чунра чӑннипех те ырӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ.

Кӑҫал та майӑн 17-мӗшӗнче Комсомольски вӑрман уҫланкинче ҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Ҫар вӑййисене уҫма Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, шкул директорӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

— Ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнас текенсем ҫулсерен йышлӑ пулни савӑнтарать. Ҫакӑ ачасем сывлӑха ҫирӗплетме ӑнтӑлнине, вӗсенче патриотизм туйӑмӗ вӑйланса пынине пӗлтерет, пирӗн пуласлӑх пуррине палӑртать. Вӑйӑсенче чи маттур та пултаруллӑ командӑсем мала тухӗҫ.  Вӗсем округ чысне республика шайӗнче те тивӗҫлӗн хӳтӗлессе шанатӑп, — терӗ Александр Николаевич пуҫтарӑннисене саламласа.

Пӗлтӗр ҫӗнтерӳҫӗсен ятне тивӗҫнӗ Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командирӗсем ҫарпа спорт вӑййисем пуҫланнине пӗлтерсе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, Раҫҫей гимнӗн янравӗпе пӗрле ялав ҫӗклерӗҫ.

Кӑҫалхи «Орленок» вӑййа — 10 команда, «Зарницӑна»  8 команда хутшӑнать. Ҫамрӑк армеецсем чӑн-чӑн салтаксем пек илемлӗн утса иртнине куҫ илмесӗр пӑхса тӑрас килет. Пӗр харӑс ярса пусма ҫӑмӑл мар пулсан та, вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туллин кӑтартса пачӗҫ.

Пӗрремӗш  кунхинех вӗренекенсен стройпа утас ӑсталӑхне жюри членӗсем хакларӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен вӗсене ытти тупӑшусем кӗтрӗҫ. Виҫӗ кун хушшинче ачасен хӑйсем вӑй-хал енчен ҫирӗп пулнине те, Тӑван ҫӗршыв историне аван пӗлнине те, тата ытти конкурссенче хастар пулнине  кӑтартса пама тивӗ. Паллах, кирек хӑш тупӑшура та ҫамрӑк армеецсем лайӑх кӑтартусем патне ӑнтӑлӗҫ.

Ну, мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр сире, ҫамрӑк армеецсем!

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *