Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ

 Майӑн 17-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ окру-  гӗнче шкул театрӗсен Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. Сцена ҫине ачасен 16 коллективӗ тухрӗ.

Ҫамрӑк артистсем хушшинче — пӗрремӗш класран пуҫласа вунпӗрмӗшсем таранах. Вӗсем хӑйсен учителӗсемпе пӗрле  постановкӑсем валли тӗрлӗ жанр суйласа илнӗ.  Пӗрисем халӑх тата хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсен юмахӗсене кӑтартрӗҫ, теприсем  ҫынсен хушшинчи кӑткӑс хутшӑнусен темине хускатрӗҫ. Патриотизм, ҫутҫанталӑка упрасси ҫинчен те  сюжетсем пулчӗҫ. Шкул театрӗсемшӗн ку фестиваль пӗрремӗш опыт пулчӗ пулин те, вӑл аван шайра иртрӗ тесе калама юрать. Театр ушкӑнӗсем декораци, костюмсем ҫине те тимлӗх уйӑрни курӑнчӗ.

Сумлӑ жюри шкул театрӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Дебют» театр ушкӑнӗ чи маттурри пулнине палӑртрӗ, вӗсем Гран-прие тивӗҫрӗҫ. Асӑннӑ шкулти ҫамрӑк артистсемпе вӗсен наставникӗ Валентина Филиппова сцена ҫине кӑларма хӑйсем ҫырнӑ «Память живет» историллӗ постановка хатӗрленӗ. Ачасем пурте ролӗсене чуна витермелле вылярӗҫ.

Премьера 1942 ҫулхи ӗҫсем ҫинче никӗсленнӗ. Унта Вутланри ача ҫуртне блокадӑри Ленинградран тата ытти хуласенчен эвакуациленӗ ачасен пурнӑҫне сӑнланӑ. Ялти арҫын ачасемпе хӗрачасем ача ҫурчӗн воспитанникӗсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсене валли парнелӗх теттесем ҫӗлеҫҫӗ. Туслашма расна чӗлхе пулни, ӳсӗм те чӑрмантараймасть.

Фестивальте вырӑнсем ҫакӑн пек пайланчӗҫ: 1-мӗш вырӑн — Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи «Росток» театрӑн; 2-мӗш вырӑн — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи «Юные таланты» театрӑн. Виҫҫӗмӗш вырӑна икӗ коллектив пайларӗ — Тӑманлӑ Выҫлипе Александровка тӗп шкулӗсенчи «Веселая семейка» тата «Первые роли» ушкӑнсем. 

Муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫин — Ҫӗнӗ Мӑратри «Дебют» шкул театрӗн — фестивалӗн республикӑри тапхӑрне хутшӑнса  пысӑк сцена ҫинче хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартмалла пулӗ. Ачасене ӑнӑҫу сунар.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *