Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ

Майӑн 17-мӗшӗнче, пӗтӗм республикӑри пекех, пирӗн округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем халӑхпа тӗл пулса тӗрлӗ ыйту сӳтсе           яврӗҫ.

Информаци  кунне хутшӑнакансем малтанах Асанкасси ялӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулчӗҫ. Тӗлпулӑва Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов уҫрӗ, пуҫтарӑннисене хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хускатма сӗнчӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов пирӗн тӑрӑхра йӑла каяшӗсене турттарса тухасси, кирлӗ мар ҫӗрте ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑнсем туса хурасран асӑрханасси, тавралӑха тирпейлӗ тытасси мӗнле пулса пынипе паллаштарчӗ. Йӑла каяшӗсене илсе тухнӑшӑн укҫа-тенке вӑхӑтра тӳлесе пыма ыйтрӗ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С. Краснов, регионти ҫӗнӗлӗхсемпе кӗскен паллаштарнӑ май, пирӗн округ бюджета укҫа-тенкӗ пуҫтарас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынине палӑртрӗ. «Хушма тупӑш кӗрсен округа аталантарма майсем ытларах пулӗҫ», — палӑртрӗ вӑл.

Информаци кунӗнче пӑхса тухмалли тӗп ыйтусенчен пӗри вӑл — ҫул-йӗр пахалӑхне кирлӗ шая ҫитересси. Ку Асанкассисемшӗн уйрӑмах ҫивӗч тӑрать. Асӑннӑ ял ҫӗрӗсем урлӑ ҫӗнӗрен хута яракан М-12 пысӑк ҫул иртсе каять. Ӑна тума хӑйӑр турттарнӑ чухне йывӑр тиевлӗ транспорт хатӗрӗсем ку тӑрӑхри ҫулсене ҫӗмӗрсе-ватса пӗтернӗ. Трасса тӑвакан подрядчик, строительство ӗҫӗсем вӗҫленсен хӑй хыҫҫӑн ҫулсене йӗркене кӗртме шантарнӑ пулин те, ҫак енӗпе ӗҫлени палӑрмасть-ха. Ҫавӑнпа та информаци кунӗнчи тӗлпулура та ял ҫыннисем пӑшӑрханса чылай калаҫрӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов та, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В. Петров та ку ыйтӑва ҫӳллӗ шайра татах ҫӗклеме пулчӗҫ.  Асӑннӑ трассӑна туни ҫӗршывшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Анчах та ял халӑхӗн те ҫавна пула йывӑрлӑха лекмелле мар. Уйрӑмах «Асаново» ЯХПК ҫав пысӑк ҫула пула чылай хӗн курать. Вӑл усӑ куракан ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен чылай лаптӑкӗ трасса тепӗр енне юлнӑ. Вӗсенче уй-хир культурисем туса илнӗ чухне тӑкаксем пысӑк. Пӗтӗм техникӑна ҫавра ҫулпа ҫӳреттерме тивет. Тӳртен каймалли ҫул тӑвас ыйту вӑраххӑн пырать, чӑрмавсем тухса тӑраҫҫӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес ӗҫ управленийӗн начальникӗ А.В.Краснов Асанкасси ялӗнчи ҫулсене йӗркене кӗртес енӗпе туса хатӗрленӗ документсене  ҫӳлерех органсене тӑратни пирки каласа пачӗ.

РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округра ушкӑн правипе ӗҫлекен клиент службин ертӳҫи Н.В. Юманова пенси ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Тивӗҫлӗ канӑва кайма хатӗрленекенсене кирлӗ документсене маларах хатӗрлеме ыйтрӗ, халӑх ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ.

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пынӑҫемӗн халӑх шыв хӗрне туртӑнать. Шыва кӗнӗ чухне пӑхӑнмалли ансат йӗркесене кашниех пӗлет пулин те, инкек-синек сиксе тухнӑ тӗслӗхсем пулкалаҫҫӗ-ха. Округӑн мобилизациллӗ хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн начальникӗ Д.С.Галкин ҫынсене пӗвесемпе юханшывсен хӗрринче асӑрхануллӑрах пулма тепӗр хутчен чӗнсе каларӗ.

«Газпром газораспределение Чебоксары» АОн Канашри филиалӗн Комсомольскинчи газ участокӗн ертӳҫи  В.А.Чернов «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ курнӑ чухне оборудовани юсавлӑхӗ ҫине ытларах тимлӗх уйӑрма ыйтрӗ. Округра догазификаци ӗҫӗсем мӗнле пынипе те паллаштарчӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Асанкассинчи тӗлпулу ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ.

Информаци кунне хутшӑнакан ушкӑн Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче   футболла вылямалли лаптӑка искусствӑлла курӑкпа витес  ӗҫ мӗнле пынипе  те паллашрӗ. Муниципаллӑ округ  пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов строительство ӗҫӗсене хӑвӑртлатас енӗпе ҫине тӑмаллине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ ушкӑн округ центрӗнче Канашская урамри лаптӑка тирпей-илем, хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлекенсемпе те тӗл пулчӗ. Унта строительсем Комсомольски ялӗн тӗп пайне илемлӗх сӑнӗ кӗртмелли проекта пурнӑҫлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *