Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче ачасене патриотизмла воспитани парас, Тӑван ҫӗршыва юратас туйӑма вӑйлӑлатас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Акӑ, кунта Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне те анлӑн паллӑ турӗҫ. Вӗрентекенсем унпа ҫыхӑннӑ пур акцисене те хастар хутшӑнма тӑрӑшрӗҫ.
Майӑн 12-мӗшӗнче вара хӑйсен мухтавлӑ ентешӗ Совет Союзӗн Геройӗ Г.Н.Чернов ҫуралӑнранпа 110 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа шкулта митинг иртрӗ. Шкулти истори учителӗ В.В.Воронов ачасене Георгий Николаевич пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ялта ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑк 1942 ҫулта фронта тухса кайнӑ. 1944 ҫулхи августӑн 20—21-мӗшӗсенче Г.Н.Чернов лейтенант ертсе пыракан стрелоксен роти 130 румын пехота салтакне тыткӑна илнӗ. Рота Ербичени (Румыни, Яссы хули ҫывӑхӗнче) ялӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ тӳпеме штурмпа илсе нимӗҫ пехотин 5 контратакине сирме май ҫитернӗ. Георгий Николаевич хӑй ҫеҫ тӑшманӑн 10 ытла салтакне тата пулемет расчетне пӗтернӗ, анчах та ӑна амантнӑ, тыткӑна илнӗ, унтан фашистсем ӑна чӗрӗллех ҫунтарса янӑ.
Вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫса паттӑррӑн пуҫ хунӑ. Ун чухне вӑл 28 ҫулта анчах пулнӑ. Унӑн хӑюллӑхӗпе паттӑрлӑхне пысӑка хурса хакланӑ, Совет Союзӗн Геройӗ хисеплӗ ят панӑ. Шкул директорӗ Н.А.Петрова та хӑй сӑмахӗнче Г.Н.Чернов чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ пулнине, вӑл пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑнине палӑртрӗ.
Вӗренекенсем паттӑр ҫинчен каласа паракан видеоролике интересленсе пӑхрӗҫ. Вӑрҫӑ хӑрушлӑхне сӑнлакан кадрсем, вӑл вӑхӑтри ҫынсен аса илӗвӗсем ачасен чун-чӗрисене хурлантарчӗҫ.
Вӑрҫӑра вилнисене тата паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Г.Н.Чернова асӑнса шкул умӗнче унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ, мемориал хӑми те пур. Ялти пӗр урам тата Ҫӗнтерӳ паркӗ Г.Н. Чернов ячӗпе хисепленсе тӑраҫҫӗ.
Митинг вӗҫӗнче паттӑр ятне ӗмӗр-ӗмӗр асра тытма тупа туса Совет Союзӗн Геройӗн бюсчӗ умне чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗн ячӗ нихӑҫан та манӑҫмӗ.
Нина Плеткина.

