Вторник, 13 октября

Пирӗн ентеш те пулнӑ

Пирӗн ентеш те пулнӑ

Сирӗн умӑрта кивӗ сӑн ӳкерчӗк. Унта 1933 ҫулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче  Мускавра СССР Центральнӑй Исполнительнӑй Комитечӗн Председателӗ  М.И.Калинин патӗнчи тӗлпулӑва хутшӑннӑ чӑваш делегацине сӑнланӑ.  Ҫак паллӑ пулӑм пирки хӑй вӑхӑтӗнче  «Правда», «Известия», «Коммунар»,  «Канаш», «Красная Чувашия» хаҫатсем те ҫырса пӗлтернӗ.Чӑваш Республикинчен кайнӑ ҫынсем хушшинче  пирӗн ентеш те пур. Вӑл — «Красный Октябрь» колхозӑн пӗрремӗш председателӗ Николай Никитич Никитин.

Н.Н.Никитин Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче 1903 ҫулта ҫуралнӑ. Ялти шкулта, чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗреннӗ, ятарлӑ курс пӗтернӗ. Хресчен ҫемйинче  ӳснӗскер мӗн ачаран ҫӗр ӗҫӗпе пиҫӗхсе ӳснӗ. Колхозсем йӗркеленме пуҫласан вӑл ялта хуҫалӑхсене  пӗр чӑмӑра пуҫтарас ӗҫе пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ. Колхозниксем ӑна пӗрлешнӗ хуҫалӑха ертсе пыма шаннӑ. Халӑх шанӑҫне вара Николай Никитич тӳрре кӑларнӑ.  Колхозра пур ҫӗрте те йӗркелӗх хуҫаланнӑ. Калининпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл татах та ытларах хавхаланса таврӑннӑ, ун пирки ял ҫыннисене каласа панӑ. Унӑн ҫӗнӗ шухӑшсем, тӗллевсем ҫуралнӑ. «Красный Октябрь» колхоз тырӑ туса илес енӗпе таврари ялсенче малтисен ретӗнче пулнӑ.  Малашне тырпул тухӑҫне кашни гектар пуҫне 20 центнера ҫитересси пирки ӗмӗтленнӗ. Вӑл вӑхӑтра нумай ӗҫе лашапа пурнӑҫланӑ та, техника ытларах туянас тӗллевпе пурӑннӑ.

Н.Никитин пирки  «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн 1967 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнчи номерӗнче  Д.Гордеев «М.И.Калинин патӗнче виҫӗ сехет»  ятпа статья пичетлесе кӑларнӑ. Унта автор Николай Никитич 1933 ҫулта Мускава кайиччен район хаҫатӗнче кӑларнӑ заметкӑна илсе кӑтартнӑ. Акӑ мӗн ҫырнӑ вӑл: «Иртнӗ кӗркунне эпир ҫуртри акмалли вырӑна 149,96 гектар пӗтӗмӗшпех ҫӗртме туса хӑвартӑмӑр. Ҫак ҫӗр ҫинех 3 тонна минерал ҫӑнӑхӗ, 17 центнер кӗл сапрӑмӑр. Ҫураки вӑхӑтӗнче пӗр таса мар, ҫуман  тырӑ пӗрчи те акман. Ҫур акине ӗлӗкхинчен уйӑх малтан пӗтертӗмӗр.

Ӗҫлесен пурте пулать.   Ӳсекен тыр-пула куҫран ямасӑр пӑхса, кӑҫал вӑтамран пӗр гектартан 16 центнер тырӑ, сӗлӗ 16,95 центнер илтӗмӗр. Ир акнӑ тулӑ 17,5 центнер тухрӗ.

Уй-хиртен планпа палӑртнинчен тыр-пула 2 хут малтан пӗр тӑккаламасӑр, лайӑх пахалӑхпа пухса кӗртнӗ, таврари колхозсене социализмла пулӑшнӑ.

Пирӗн колхоз «Культура» колхозпа ӑмӑртса ӗҫлерӗ. Ҫак ӑмӑртура 25 чи лайӑх ударниксем палӑрчӗҫ. Вӗсем активлӑ ӗҫленипе колхоз патшалӑха тырӑ тӑратмалли плана августӑн 2-мӗшӗ тӗлне 100 процент тултарчӗ. Ҫакнашкалах пур тӗрлӗ хатӗрлевсене те пӗтӗмпех срокчен парса татнӑ. Кӑҫалхи ял хуҫалӑх ӗҫӗсем тахҫанах пӗтрӗҫ. Колхозӑн пӗтӗм тупӑшӗ 27787 тенкӗ те 19 пус шутланать». Куратӑр ӗнтӗ, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх нумаях пулмасть йӗркеленнӗ пулин те аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утнӑ. Пӑснӑ чиркӳ материалӗсемпе клуб туса лартнӑ. Ял ҫыннисен вӑйӗпе кунта пӗрремӗш спектакль  хатӗрленӗ. Пӗтӗм ял-йыш ӑна ҫӗнӗ клубра  пӑхнӑ вӑхӑтра ялти усал чӗреллӗ ҫынсем вӑл пурӑнакан ҫурта вут тӗртнӗ.  Кун хыҫҫӑн вара Н.Никитин  ялта председательте урӑх ӗҫлемен.  Пӗр ҫул Патӑрьел районӗнчи «Восток» колхозра тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Ярославль хулинчи шина заводне  тухса кайнӑ. Кунтанах  салтак тумӗ тӑхӑнса Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа кӗнӗ. Вӑл 1943 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче Смоленск хули патӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

«Красный Октябрь» колхоз вара ун хыҫҫӑн та лайӑх кӑтартусемпе ӗҫлесе пынӑ.

Чӑваш делегацийӗ Мускавра Калининпа тӗл пулни пирки  В.П.Станъял литературовед та тӗпчев ирттернӗ. Унта хутшӑннӑ ҫынсемпе калаҫса аса илӗвӗсене ҫырса илнӗ. Вӗсем пурте ЦИК председателӗ  делегацие ӑшшӑн кӗтсе илнине, колхозсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлнине палӑртнӑ.  Калаҫу 3 сехет пынӑ. Калинин  делегаципе пӗрле апатланнӑ, сывпуллашнӑ май чӑваш халӑхне салам каланӑ. Сӑн ӳкерчӗкри ҫынсем камсем пулнине тата вӑл вӑхӑтра ӑҫта ӗҫленине, малти ретре ларакан хӗрарӑмсӑр пуҫне, тӗпчесе палӑртнӑ.

Сӑн ӳкерчӗкре кайри ретре сулахайран иккӗмӗшӗ Н.Н.Никитин.

Валентина Шингалова,

Татьяна Краснова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *