Вторник, 13 октября

Ҫӗнтерӳ уявӗ – халӑх паттӑрлӑхӗн палли

Ҫӗнтерӳ уявӗ – халӑх паттӑрлӑхӗн палли

Кӑҫал Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пысӑк Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 81 ҫул ҫитрӗ. Округра пурӑнакансем Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗнех ӑна кӗтсе илме хатӗрленӳ мероприятийӗсем ирттернӗ. Территори уйрӑмӗсенчи ялсенчи шкулсем, культура учрежденийӗсем, предприятисемпе организацисем, обществӑлла пӗрлӗхсем тӗрлӗ акцисемпе проектсене хастар хутшӑннӑ. Уявӑн паллӑ пулӑмӗсем вара майӑн 8—9-мӗшӗсенче Комсомольскинче иртрӗҫ.

Майӑн 9-мӗшӗнче Мухтав монуменчӗ умӗнче савӑнӑҫлӑ митинг пулса иртрӗ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ. Пурне те уяв ячӗпе саламласа Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра  ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пурнӑҫӗсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ салтаксен тата тылра хастар ӗҫпе Ҫӗнтерӗве туптанӑ ҫынсен ячӗсене ӗмӗрех асра тытмаллине палӑртнӑ, мирлӗ тӳпе, ӑнӑҫу  сунчӗ. Салам сӑмахӗсемпе округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, ветерансен Совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ. Уява килнисем пурте ҫӗнетнӗ Мухтав монуменчӗ умне тата хамӑр ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен бюсчӗсен, палӑксен умне чечексем хучӗҫ. Мухтав  монуменчӗ умӗнче кашни территори уйрӑмӗнчен миҫе ҫын фронта тухса кайнине, мӗн чухлӗн таврӑнайманнине ҫырнӑ   чул плитасем вырнаҫтарчӗҫ. Вӗсем типӗ цифрӑсем анчах мар. Кунта кашни ялӑн, кашни ҫемьен вӑрҫӑ хӑрушлӑхне палӑртакан чун кӑшкӑравӗ, вӑрҫӑн йывӑр та тавӑрма ҫук суранӗ. Асӑну палӑкӗсем умӗнчи чечексем эпир вӑрҫӑра вилнисене  манса кайманнине, вӗсене асра тытнине палӑртса тӑрӗҫ.

Ҫак кунах Мухтав монументне вӑхӑт капсули те хурса хӑварчӗҫ. Унта — паянхи ӑрури ҫынсем  пулас ӑрӑва  халаланӑ сӑмахсем. Капсулӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ вӑхӑтра 2045 ҫулта уҫӗҫ. Вӑхӑт иртсен те, пирӗн халӑхӑн тӑсӑмӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне паянхи пек анлӑн паллӑ тӑвасса, хаяр вӑрҫӑра пуҫ хунисен паттӑрлӑхне асра тытасса шанма пулать. Округ центрӗнчи уявсене Комсомольски вӑтам шкулӗсенчи кадетсем, параппанҫӑсем, «Молодая гвардия» тата ачасен ытти юхӑмӗсен членӗсем хастар хутшӑнни пуласлӑхра та астӑвӑм пысӑк вырӑнтине шанма май парать.

Кашни территори уйрӑмӗсенчи ялсенчи вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксем умӗнче митингсем иртнӗ. Вӗсене территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, шкул директорӗсем, тыл ӗҫченӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӑрҫӑ ачисем, шкул ачисем хастар хутшӑннӑ.  Палӑксем умӗсене чечек ҫыххисем хунӑ, вӑрҫӑ, патриотизм тематикипе юрӑ-кӗвӗ янранӑ.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ акцисем пирӗн округра маларах пуҫланнӑ, вӗсем уяв кунӗсенче те иртнӗ, хыҫҫӑн та пулаҫҫӗ.  Апрелӗн 28-мӗшӗнчех «Я помню! Я горжусь!» акци пуҫланнӑччӗ. Вӑл майӑн 15-мӗшӗчченех тӑсӑлать. Вӗренекенсем  ҫавӑн пекех «Родительский километр»,  «Дорогу обелиску»  вӑрҫӑ ҫинчен чӑвашла сӑвӑ вулакансен «Ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр пӗрле», «Окно Победы», «Георгиевская ленточка», «Поем «Катюшу» всей страной», ача сачӗсене ҫӳрекенсем  «Синий платочек» акцисене те хастар хутшӑннӑ.

Предприятисемпе учрежденисенче ӗҫлекенсем «Единая Россия» парти Чӑваш Хӗрарӑмӗсен союзӗпе йӗркеленӗ «Мода Победы» акцире вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи модӑна  тумтир урлӑ кӑтартнӑ, вӑл вӑхӑтри юрӑсене шӑрантарнӑ.

Шкулсенче, библиотекӑсенче, культура ҫурчӗсенче  пысӑк уяв умӗн паттӑрлӑх, Тӑван Ҫӗршыв тематикисемпе вулав каҫӗсем, конкурссем, калаҫусем, уҫӑ уроксем тата ытти нумай-нумай мероприяти ирттернӗ, вӗсем малалла пыраҫҫӗ.

Кашни территори уйрӑмӗсенчи ялсенче пурӑнакансем  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Ку ӗҫре аслисемпе пӗрлех шкул ачисем те хастар пулнӑ.

Хӑрушӑ вӑрҫӑ вӗҫленнӗренпе чылай вӑхӑт иртнӗ пулсан та унта ҫӗршыври ҫынсем  тунӑ паттӑрлӑх нихӑҫан та манӑҫмӗ.

Вӑрҫӑра тата ун хыҫҫӑн вилнӗ салтаксен, тылра ырми-канми ӗҫленӗ ҫынсен сӑнарӗсем пирӗн асра ӗмӗр упранӗҫ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *