Вторник, 13 октября

Графикпа ӗлкӗрме тӑрӑшаҫҫӗ

Графикпа ӗлкӗрме тӑрӑшаҫҫӗ

Комсомольскинче хӑпартакан ҫӗнӗ шкул округшӑн ҫеҫ мар, республикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ строительство объекчӗ шутланать.  Ҫак кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин район прокурорӗпе Александр Даниловпа пӗрле объекта ҫитсе курнӑ.

640 ача ҫӳремелӗх шкула хӑпартасси графикпа палӑртнинчен кӑшт кая юлса пырать. Халӗ вара ҫирӗплетнӗ вӑхӑтпа ӗлкӗрес тӗллевпе строительсем пӗр вӑхӑтрах тулти тата шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Объектри ӗҫ шавӗ пӗр самантлӑха та лӑпланмасть.

Унсӑр пуҫне округра «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулне те тӗплӗ юсаҫҫӗ. Унта паянхи куна ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ, подрядчик планпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрме тӑрӑшать.   

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *