Вторник, 13 октября

Шывпа тивӗҫтерекен комплекс пулӗ

Шывпа тивӗҫтерекен комплекс пулӗ

Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Комсомольски округӗсене шывпа тивӗҫтерекен IX комплекса тӑвассин пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленсе пырать.

Патӑрьел округӗнче ӗҫсен пысӑк пайне пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ: планпа палӑртнӑ 10,5 километр трубопроводран 9,5 километрне хурса тухнӑ, насус станцийӗ вырнаҫтарса лартнӑ, 250 кубла метр кӗрекен икӗ резервуар валли никӗсӗсене хатӗрленӗ. Объектӑн пӗтӗмӗшле хатӗрлӗхӗ 90 процентпа танлашать.

Строительство кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта вӗҫленмелле. Ӗҫсем «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗн «Коммуналлӑ инфраструктурӑна модернизацилесси» федераллӑ проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Пирӗн округшӑн ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ объект. Уйрӑмах ӑна округӑн кӑнтӑр пайӗнче пурӑнакансем кӗтеҫҫӗ. Проект пурнӑҫа кӗни Тури Тимӗрчкасси, Юнтапа, Тукай, Хирти Выҫли ялӗсенче пурӑнакан 3 пине яхӑн ҫынна пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерме май парӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *