Вторник, 13 октября

Хастар ветеран 95 ҫулта

Хастар ветеран 95 ҫулта

Нумаях пулмасть  Кӗҫӗн Каҫалта пурӑнакан Зоя Марина 95 ҫулне уявланӑ. Ҫак паллӑ кунпа хисеплӗ тыл ӗҫченне Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ, парнепе чысланӑ, ырми-канми  ӗҫшӗн тав тунӑ. Зоя Николаевна — сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗ, СССР сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ,  40 ытла ҫул фармацире ӗҫленӗ.

Унӑн профессири ҫул-йӗрӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫне — Хабаровска направленипе ӗҫлеме кайсан пуҫланнӑ. Каярах вӑл Чӑваш Ене куҫса килсе карьерине малалла тӑснӑ, рецептар-контролертан пуҫласа аптека заведующийӗн ҫумӗ таран ҫитнӗ. «Аптека ҫурчӗ кивӗччӗ, йывӑҫранччӗ. Ирхине ӗҫе килнӗ ҫӗре дистилляциленӗ шыв ҫиелтен пӑрланса ларатчӗ. Эмелсем хатӗрлеме пуҫличчен вутӑ касаттӑмӑр, кӑмака хутса пӳлӗмсене ӑшӑтаттӑмӑр», — аса илет Зоя Николаевна ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсене. Йывӑрлӑхсем пулнӑ пулсан та ҫамрӑк хӗр вӗсенчен хӑраса тӑман, куллен ӗҫе ҫӳресе опытне пуянлатнӑ. Пурӑна-киле чӑн-чӑн профессионал пулса тӑнӑ, нумай ҫамрӑк фармацевтшӑн — наставник. Ӗҫченсене ӗҫе хӑнӑхма, унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗсене ӑнланма пулӑшнӑ. Тӑрӑшуллӑскерне нумай награда, юбилей медалӗсем парса чысланӑ.

Нихӑҫан та ӗҫсӗр ларма хӑнӑхманскер, Зоя Николаевна паянхи кун та активлӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать. Ҫулӗсем нумай пулсан та вӑл кунсерен физкультура тӑвать, скандинави мелӗпе утма, вӑрманта уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллать. Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ хастар ветерана пуриншӗн те тӗслӗх. Юбиляра малашне те ҫирӗп вӑй-халлӑ, сывлӑхлӑ пулма, пурнӑҫӑн кашни саманчӗпе савӑнса пурӑнма сунатпӑр.   

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *