Вторник, 13 октября

Ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата район прокурорӗ Александр Данилов ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн строительстви тата Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн юсавӗ мӗнле пынипе паллашнӑ.

Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул тӑвас енӗпе хальлӗхе пӗтӗмӗшле ӗҫсен 67 процентне пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра строительсем ҫуртӑн тӑррине витеҫҫӗ тата малти енне йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах шалти ӗҫсем те активлӑн пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Унта стенасене штукатурка тӑваҫҫӗ, электропроводкӑсене вырнаҫтараҫҫӗ, вентиляци тата ӑшӑту тытӑмӗсене йӗркелеҫҫӗ. Шывпа тивӗҫтерекен тата таса мар шыва юхтарса кӑларакан тытӑмсем пӗтӗмпех хатӗр, дренаж тата пушар резервуарӗсем вырнаҫтарса лартнӑ. Котельнӑй та ӗҫе хатӗр.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ӗҫсем планпа палӑртнинчен кӑшт каярах юлса пурнӑҫланни палӑрнӑ. Подряд организацине хӑвӑртлӑха ӳстермелли ҫинчен аса илтернӗ.

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче шалти тата тулти ӗҫсем пӗр харӑс пыраҫҫӗ. Специалистсем электрикӑна вырнаҫтарас тата ҫуртӑн тӑррине ылмаштарас енӗпе пикенсех ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ урайсем тӑвас, сантехника коммуникацийӗсене ҫӗнетес ӗҫсем те пурнӑҫланаҫҫӗ.   Строительсем капиталлӑ юсава вӑхӑтра туса пӗтерессе шансах тӑратпӑр.

Округ ертӳлӗхӗ лару-тӑрӑва малашне те тӗрӗслесех тӑрӗ. Ҫитменлӗхсем тупӑнсан вӗсене кӗске хушӑра татса пама тӑрӑшӗҫ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *