Вторник, 13 октября

Техника хире тухма хатӗр

Техника хире тухма хатӗр

Уй-хир юртан тасалса пӗтрӗ. Апрелӗн 16-мӗшӗнче «Дружба» ЯХПКра нумай ҫул ӳсекен курӑксене, «Слава» ЯХПКра кӗр тыррисене сӳрелеме тата апатлантарма тухнӑччӗ. Анчах та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑнипе ку ӗҫсем вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑчӗҫ.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗтӗмӗшле илсен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттерме хатӗрленсе ҫитнӗ. Кӑкарса ӗҫлекен агрегатсене пӑхса ярса юсанӑ. «Тракторсем чылай хуҫалӑхра ҫулсерен ирттерекен техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. «Урожай» колхозра тата «Победа» ял хуҫалӑх кооперативӗнче (сӑн ӳкерчӗкре) нумаях пулмасть иртнӗ техосмотр кунта та ытти ҫӗрти пекех механизаторсем хӑйсене шанса панӑ техникӑна юсавлӑ тытнине кӑтартса пачӗ. Комисси тупса палӑртнӑ пӗчӗк кӑлтӑксене трактористсем вырӑнта ҫийӗнчех пӗтерсе пычӗҫ», — палӑртрӗ патшалӑх техника надзорӗн округри тӗп инженерӗ Н.А.Райков.

Вӑрлӑха пахалӑх кондицине лартнӑ, ӑна имҫамласа акма палӑртаҫҫӗ. Ҫунтармалли- сӗрмелли материалсем тата удобренисем хатӗр-ленӗ. Ҫӗр ӗҫченӗ хире тухма май паракан ҫанталӑка анчах кӗтет.

«Единая Россия» партин «Раҫҫей ялӗ» проектне ӗҫе кӗртсе ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи  машинӑпа техника паркне ҫӗнетес енӗпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫламалли ҫӗнӗ йышши техника ҫуракине вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттерсе яма май парӗ.

Кӑҫал округри  ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 12950 гектар ҫинче  пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене  туса илме  палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне  выльӑх апачлӗх культурӑсем, пахча ҫимӗҫ, ҫӗрулми пулӗ.

Минзаит ЗАйнуллин,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *