Ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартса ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн пуҫӗсене хунӑ ентешсене асра тытасси — пирӗн тивӗҫ. Нумаях пулмасть Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак шкулта вӗренсе пӗлӳ илнӗ Григорий Коновалова тата Станислав Волкова асӑнса Геройсен парттине уҫнӑ. Ҫакна «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ.
Григорий Коновалов Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, шанчӑклӑ юлташ, юратнӑ мӑшӑр, атте пулнӑ. Тӑванӗсемпе тусӗсем вӑл ҫирӗп характерлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, тӳрӗ чунлӑ пулнине аса илеҫҫӗ. Вӑл яланах ҫынна пулӑшма хатӗр тӑнӑ. Ҫӗршыв умӗнче хӑрушлӑх сиксе тухсан Г.Коновалов хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартса ҫапӑҫӑва кӗнӗ, мӗн куҫне ӗмӗрлӗхе хупиччен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ.
Станислав Волков та хӑюллӑ йышӑну туса ҫӗршыва хӳтӗлеме кайнӑ. Активлӑ, тӗллев патне ӑнтӑлма пӗлекен ҫамрӑк шкулта вӗреннӗ чухнех спортпа туслӑ пулнӑ, обществӑлла пурнӑҫа хастаррӑн хутшӑннӑ. Гварди рядовойӗ ҫарти задание пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуҫне хунӑ.
Халӗ ҫак икӗ паттӑрӑн ячӗсем, вӗсем тунӑ ырӑ ӗҫсем, тивӗҫнӗ наградӑсем ҫинчен Геройсен партти аса илтерсе тӑрӗ. Ентешӗсен кун-ҫулӗпе паллашса ачасем чӑн тивӗҫпе патриотлӑх ҫинчен ытларах пӗлӗҫ, вӗсемпе мӑнаҫланӗҫ.

