Вторник, 13 октября

Ҫепӗҫ чӗлхеллӗ, ӑшӑ кӑмӑллӑ педагог

Ҫепӗҫ чӗлхеллӗ, ӑшӑ кӑмӑллӑ педагог

Юлашки ҫулсенче ял ачисем вырӑсланса пыни сисӗнет. Ашшӗпе амӑшӗ чӑвашсемех пулсан та темшӗн ачисене вырӑсла пуплеме хӑнӑхтараҫҫӗ. Тӑван чӗлхерен ютшӑнса ӳснӗ ача тӑван ҫӗртен, йӑх-несӗлтен уйрӑлса пырас хӑрушлӑх та пур. Ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен тӑван чӗлхен тасалӑхӗпе пуянлӑхӗшӗн чылай тӑрӑшма тивет. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Нина Плеткина та паянхи кун вӗренекенсем чӑвашла сахалрах калаҫма пуҫланине палӑртать. Апла пулин те вӑл тӗрлӗрен мелсем, меслетсем шыраса ачасене чӑваш чӗлхипе интереслентерме, чӗлхе пӗлӗвне аталантарса пыма май тупать.

30 ҫул шкулта вӑй хуракан педагог ахальтен мар ҫак ҫула суйласа илнӗ.

— Пӗчӗклех манӑн ҫын умӗнче калаҫас килетчӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех доска умне тухса докладсем вулама юрататтӑмччӗ. Хамӑн чӑваш чӗлхи учительне питӗ лайӑх ас тӑватӑп. Вӑл мӗнле класа пырса кӗретчӗ, йӑл-йӑл кулатчӗ, ҫӗнӗ кӗнекесемпе, ҫӗнӗ произведенисемпе паллаштаратчӗ. Мана доска умне ҫак хайлавсене вулама кӑларатчӗ. Вӗренекенсем мӗнле интересленсе итлетчӗҫ. Ҫавӑн чухнех чӑваш чӗлхи учителӗ пулас ӗмӗт ҫуралчӗ те пулӗ, — аса илет Нина Ивановна.

Вӑл питӗ йышлӑ ҫемьере (10-ӑн пӗртӑван) ҫитӗннӗ, мӗн пӗчӗкрен аппӑшӗсенчен тата пиччӗшӗнчен вӗренсе пыма тӑрӑшнӑ. Вӗсем хушшинче сӑвӑ ҫыракансем те, мероприятисене ертсе пыракансем те пур. Вӗсен ӗҫне, пултарулӑхне курса ӳсни Н.Плеткинана пурнӑҫра питӗ пулӑшать. Вӑл яланах вӗсенчен тӗслӗх илме тӑрӑшать, сӗнӳ-канаш кирлӗ пулсан та аппӑшӗсем патне васкать. Паянхи кун та пӗртӑвансем пӗр-пӗринчен чылай япалана вӗренсе пыраҫҫӗ, пӗр-пӗрне яланах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Нина Ивановна уроксене яланах ӑшӑ кӑмӑлпа, йӑл-йӑл кулӑпа ҫӳрет. Тӗрлӗрен мелсемпе усӑ курса ҫӗнӗ темӑсемпе интереслентерме тӑрӑшать. Пысӑк опытлӑ вӗрентекен кашни ачан шухӑш-кӑмӑлне витӗр курса ӑна мӗнпе кӑсӑклантармаллине чунпа туйса тӑрать. Вӑл кашнинпе ача чӗлхипе пуплет, пулӑшу кирлӗ чух та нумай кӗттермест.

— Хамӑн ӗҫе ҫав тери юратса пурнӑҫлатӑп. Ачасене ахаль лартмалла мар, яланах малалла аталанма хавхалантармалла. Паянхи ачасем тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ, вӗсен шухӑшӗсем те вӑйлӑ, интереслӗ  япаласем  патне  илсе   ҫитереҫҫӗ.  Вӗсенчен эпир хамӑр та ҫӗнӗлле ӗҫлеме вӗренсе пыратпӑр. Ачасем паянхи ҫӗнӗ технологисене ҫӑмӑллӑнах алла илеҫҫӗ. Эпир вара вӗсем хыҫҫӑн малалла талпӑнатпӑр, — палӑртать ачасемпе ялан «пӗр хум ҫинче» пулма тӑрӑшакан вӗрентекен.

Тӑван чӗлхепе ытларах интереслентерес, унӑн пуянлӑхне туллин уҫса парас тӗллевпе Нина Ивановна ачасене хаҫат-журналпа тачӑ ҫыхӑну тытма та хӑнӑхтарать, пултаруллӑраххисене хаҫата ҫыртарать.

— Ку ӗҫ «Тантӑш» хаҫатра вӑй хуракан Елена Атамановӑпа Татьяна Ишмуратова Нӗркеҫ шкулне пырса кайсан пуҫланчӗ. Вӗсем пирӗнпе тӗлпулу ирттерни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Ҫавӑнтан эпир «Тантӑш» хаҫатпа ҫыхӑну тытатпӑр, ҫырусем куллен вӗҫтеретпӗр. Хаҫатра вӗсен заметкисем кун ҫути курсан ачасем те савӑнаҫҫӗ, хамӑр та хӗпӗртетпӗр, ашшӗ-амӑшӗсем те питӗ кӑмӑллӑ, — каласа парать педагог.

«Тантӑш» хаҫат ҫулсерен ҫамрӑк корреспондентсен слетне ирттерет. Нӗркеҫ ачисем унта кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та шкулти 4 ача унта кайма йыхрав илнӗ, халӗ пикенсех хатӗрленеҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, Нина Ивановнӑн вӗренекенӗсем тӗрлӗрен конкурссенче, олимпиадӑсенче пысӑк хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Таҫта та ҫитеҫҫӗ вӗсем, пултарулӑхне кӑтартса малти вырӑнсене тивӗҫеҫҫӗ. Акӑ, 2022—2026 ҫулсенче унӑн 7 вӗренекенӗ чӑваш чӗлхипе литературин олимпиадин муниципаллӑ тапхӑрӗнче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тӑнӑ, ҫавӑн пекех вӗсем хушшинче регион шайӗнчи призер та пур. 2023 ҫулта Н.Плеткинан вӗренекенӗсем «Хавал» пӗрремӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче, тӗрлӗ ҫулсенче «Excelsior» конференци-фестивальте, чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерекен фестивальсенче тата ытти конкурссенче мала тухнӑ. Нина Ивановна хӑй те тӗрлӗрен мероприятисене хастаррӑн хутшӑнать. Вӑл Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Хавхалану» фестиваль-конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, сӑвӑ калас енӗпе Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче пӗрре мар мала тухнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл педагогсен «Чӑваш чӗлхипе литературин чи лайӑх урокӗ» республика конкурсӗнче темиҫе хутчен те призер, ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Методика фестивалӗсенчен, учительсен форумӗсенчен, професси конкурсӗсенчен вӑл нихӑҫан та айккинче тӑрса юлмасть. Кӑҫал вара  Н.Плеткина тӑван чӗлхене вӗрентекенсен професси конкурсӗнче округра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, республикӑра хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса панӑ.

— Пирӗн округра ҫак конкурс чӑннипех те питӗ интереслӗ иртет. Кунта тутар чӗлхи вӗрентекен учительсемпе пӗрле тупӑшатпӑр. Пурте маттур та пултаруллӑ учительсем хутшӑнаҫҫӗ. Чи малтанах пирӗн уҫӑ урок кӑтартмалла пулчӗ. Ҫӑмӑлах мар, ачасемпе ҫыхӑну тупма пӗлмелле. Ҫапах тӑрӑшса хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫларӑмӑрах. Класс тулашӗнчи ӗҫе кӑтартма вара кӑшт ҫӑмӑлрах. Ачасене ҫакӑ ытларах килӗшет. Унта вӗсене кӗтменлӗхсем те савӑнтараҫҫӗ, парнесем те пулаҫҫӗ, — каласа парать професси конкурсӗ ҫинчен вӗрентекен.

Иртнӗ ҫул лара-тӑра пӗлменскер «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурса хутшӑннӑ. Округ шайӗнче мала тухса республика тапхӑрӗнче те пултарулӑхне туллин кӑтартса панӑ, призерсен шутне кӗнӗ. Тепӗр паллӑ ҫитӗнӗвӗ — ҫемье видеороликӗсен конкурсне хутшӑнса республика шайӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнни. Ҫакӑншӑн ҫемьене пылесос парнеленӗ.

Ҫемье ҫинчен калас пулсан, Нина Ивановна мӑшӑрӗпе 3 ачана кун ҫути парнеленӗ. Пурте вӗсем ашшӗпе амӑшӗ пекех пултаруллӑ та хастар, пӗр ӗҫрен те хӑраса тӑманскерсем. Аслисем ҫунат сарса вӗҫсе тухса кайнӑ, аякра пулсан та шӑнкӑравласах тӑраҫҫӗ. Ксения Мускав хулинче акӑлчан чӗлхи вӗрентет. Вӑл амӑшӗн ҫул-йӗрне суйласа илсе пурнӑҫне педагогикӑпа ҫыхӑнтарни Нина Ивановнӑна питӗ савӑнтарать. Ывӑлӗ Григорий аслашшӗн ҫулне суйласа илнӗ, летчик пулса Тӑван ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлет. Кӗҫӗнни Арсений ашшӗ пекех йывӑҫран тӗрлӗ эрешсем касса кӑларма юратать. Пушӑ вӑхӑтне вӗсем ашшӗпе пӗрле мастерскойра ирттереҫҫӗ. Плеткинсен килне пырса кӗрсенех эрешсемпе илемлетнӗ сӗтел-пукан куҫ умне пулать.

— Пирӗн вӗт пурнӑҫра икӗ тӗрӗс суйлав тумалла% профессие тата мӑшӑра суйласа илмелле. Профессие тӗрӗс суйласа илсен эсӗ хӑвӑн ҫемйӳне те, ҫӗршыва та питӗ пысӑк усӑ пама пултаратӑн. Мӑшӑрна тӗрӗс суйласа илсен вӑл ҫунат хушма пулӑшать, ӗҫре те ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Мухтав Турра, чун-чӗре мӗн ыйтни ман пурнӑҫланнӑ. Эпӗ куншӑн питӗ савӑнатӑп, аттепе аннене, хамӑн вӗрентекенсене тав тӑватӑп, — пӗтӗмлетет калаҫӑва телейлӗ хӗрарӑм.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *