Апрелӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсем тата мӑшӑрӗсем юрлакан юрӑсен «Песни о СВОих» республикӑри конкурсӑн чи лайӑх номерӗсен турӗ иртнӗ. Ӑна «Единая Россия» партин «Женское движение», «Крепкая семья» тата «Культура малой Родины» проекчӗсемпе йӗркеленӗ.
Конкурса пирӗн округри Наталья Жукова, Людмила Шорникова, Галина Орешкина, Людмила Воронцова, Ирина Шмелева хутшӑннӑ. «Пирӗн муниципалитетра Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсем ансамбль йӗркелерӗҫ. Хӑйсем юрӑ суйласа илсе репетицисем ирттерчӗҫ. Шӑпах юрӑ урлӑ вӗсем хӑйсен Тӑван ҫӗршыва юратнин, ҫӗнтерӗве шаннин туйӑмӗсене палӑртма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ обществӑн пӗрлӗхне тата чун-чӗрине ҫирӗплетес тӗлӗшпе тунӑ нимӗнпе хаклама ҫук утӑм», — палӑртать Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ, «Единая Россия» партин «Женское движение» проекчӗн координаторӗ Инна Ядрова.
Пирӗн ентешсен пултарулӑхне конкурсра пысӑка хурса хакланӑ. Вӗсене малашне те пур енӗпе те ӑнӑҫу сунатпӑр.
Алевтниа МАРИЯН.

