Нумаях пулмасть Шурут вӑтам шкулӗнче «Урожай» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ, Комсомольски округӗн Хисеплӗ гражданинӗ ята тивӗҫнӗ Алексей Ершова аса илсе йӑлана кӗнӗ волейбол турнирӗ иртнӗ.
Площадкӑра тӗрлӗ сферӑсенче ӗҫлекенсен командисем пуҫтарӑннӑ. Вӑйӑсенче кашни команда хӑйӗн ӑсталӑхне, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнине кӑтартса панӑ. Округри шкулсен директорӗсен команди чи пултарулли пулса ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем «кӗмӗл» медальсене тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара тӳрех икӗ команда — округ администрацийӗн тата «Урожай» колхозӑн командисем.
Турнир ахаль спорт ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар пулнӑ, вӑл округра пурӑнакансем Алексей Никифоровича асра тытнине, унӑн ӗҫӗсемпе мӑнаҫланнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.

