Февралӗн 28-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкул ачисем хушшинче «Школьная волейбольная лига» чемпионатӑн муниципалитетри тапхӑрӗн ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Ҫамрӑк спортсменсем тупӑшусене пысӑк ҫӗкленӳпе тухнӑ, кашниех ӑсталӑхпа пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Уйрӑмах финалти вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем чемпион ята ҫӗнсе илессишӗн Урмаел вӑтам шкулӗн командипе тӗл пулнӑ. Ҫӗнтерӗве вара Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк спортсменсем алӑран вӗҫертмен.

