Вторник, 13 октября

Стипендиатсем паллӑ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри пултаруллӑ та талантлӑ 1000 ҫамрӑка хастарлӑхпа пуҫарулӑхшӑн 2026 ҫулта ятарлӑ стипенди парасси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче округра вӗренекен, обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнакан, ӗҫлекен яш-кӗрӗм те пур. Хушупа килӗшӳллӗн Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен  Д. Анисимов, Д.Арсентьева, В.Григорьева, К. Кузьмин, П. Романова,  Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекен А. Архипова, Т.Григорьева, Анастасия Евдокимова, Э. Иванова, К.Скворцова, Ю.Степанова, К.Чернова, «Кӗтне» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан К.Ильина, Н. Лисин, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Д. Мухаметшина, «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин  членӗ А.Гельметдинова, Пӗтӗм Раҫҫейри «Волонтеры Победы» обществӑлла юхӑмӑн членӗ А. Павлова, Урмаел вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Г.Шейгереева, Комсомольски территори суйлав комиссийӗн ҫамрӑксен суйлав комиссийӗн председателӗ А.Куданова уйӑхсерен ятарлӑ стипенди илсе тӑрӗҫ.

Пирӗн округра ҫуралса ӳснӗ, халӗ хуласенчи тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ илекен е ӗҫлекенсем хушшинче те пирӗн ентешсем-стипендиатсем пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен пӗлтерсен аван пулӗччӗ.

Ҫамрӑксене вара малашне татах та пысӑк ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *