Вторник, 13 октября

Уяв кунӗсем усӑллӑ та хаваслӑ иртрӗҫ

Ҫӗнӗ ҫулхи канмалли кунсем кӑҫал та яланхиллех нумая тӑсӑлчӗҫ. Апла пулин те округра пурӑнакансем килте кичемленсе ларман, тӗрлӗ спорт мероприятийӗсене хутшӑнса пултарулӑхне кӑтартса панӑ, мала тухса парнесене тивӗҫнӗ. Кӑҫалхи спорт программи пуян та анлӑ пулнӑ. Кашни кун тенӗ пекех Комсомольскинчи физкультурӑпа спорт комплексӗнче тата тӗрлӗрен ялсенче ӑмӑртусем иртнӗ.

Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ хыҫҫӑнах, январӗн 2-мӗшӗнче, футбол вӑййине юратакансем Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне мини-футбол турнирне пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 10 команда ӑмӑртӑвӑн тӗп призне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Хӗрӳ вӑйӑсенче «Гигант» команда чи маттурри пулнине кӑтартса панӑ. «Урмай» команда та ҫӳллӗ шайра выляса «кӗмӗл» медале тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — «Асаново» команда. Турнирта чи лайӑх вылякансене те палӑртса хӑварнӑ, парнесем парса хавхалантарнӑ. Ҫапла «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята «Асаново» командӑри Роман Чижиков, «Чи лайӑх хапхаҫӑ» ята «Урмай» командӑри Имир Гайнутдинов, «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята «Гигант» командӑри Анатолий Кольцов тивӗҫнӗ.

Январӗн 3-мӗшӗнче те «Кӗтне» ФСК ӑмӑрту шӑв-шавӗпе тулнӑ. Унта волейбол тата футбол вӑййисене ӑста вылянӑ Фирс Мамуткина асра тытса ҫулсерен йӗркелекен ҫӗнӗ ҫулхи волейбол турнирӗ иртнӗ. Тупӑшӑва пурӗ 6 шкул: Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш, Урмаел, Шурут, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам тата Чӗчкен тӗп шкулӗсем хӑйсен командисене тӑратнӑ. Ӑмӑрту пуҫланас умӗн округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин тата «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланӑ, ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ. Хӗрӳ тупӑшура Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди мала тухнӑ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Комсомольски 1-мӗш тата Урмаел вӑтам шкулӗсен командисем 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. «Мечӗке чи лайӑх ҫапса паракан» ята Расим Шарафутдинов, «Чи лайӑх ҫыхӑнтаракан» ята Ярослав Зобов, «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Кирилл Денисов тивӗҫнӗ. 

Ҫак кунах Асанкассинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен ячӗпе мини-футбол турнирӗ йӗркеленӗ. Спорта юратакансем вӗсене нимӗнле ҫанталӑк та хӑратманнине палӑртса ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ ялсенчен килнӗ 5 команда ҫӗнтерӗве алӑран ярас мар тесе тупӑшнӑ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх «Асаново_Анаткас» команда чи ӑста пулни палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — «Гигант», виҫҫӗмӗшӗнче — «Асаново» командӑсем.

Январӗн 4-мӗшӗнче «Кӗтне» ФСКра Чӑваш Республикин чемпионкине Елена Петрейкинана асра тытса йӗркеленӗ волейбол енӗпе Раштав турнирӗ иртнӗ. Унта округри хӗрарӑмсен командисем хутшӑннӑ. Тӑманлӑ Выҫли команди хӗрӳ тупӑшура палӑрса «ылтӑн» медальсене тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл» хуҫисем _ Аслӑ Чурачӑксем. Аслӑ Ҫӗрпӳел команди пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашкине хӑпарнӑ. 

Январӗн 5-мӗшӗнче Комсомольскинчи спорт комплексне футзал вӑййине юратакан ачасем пуҫтарӑннӑ. Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш, Шурут, Нӗркеҫ, Урмаел, Тукай Мишер, Асанкасси вӑтам шкулӗсен спортсменӗсем хӑйсен пултарулӑхне, командӑра ӗҫлеме пӗлнине кӑтартса панӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди чи пысӑк ӑсталӑхпа палӑрса турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Урмаелсем те футзал вӑййинче маттур пулнине кӑтартса парса иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашкине хӑпарнӑ. Ӑмӑртура чи маттур спортсменсене те уйрӑммӑн палӑртнӑ. Илья Юманкин — «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Ислам Ямалетдинов — «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Денис Валерьянов «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята тивӗҫнӗ.

Ҫак кунах шашка вӑййине кӑмӑллакансем те хӗрӳ тупӑшура вӑй виҫнӗ. Василий Кисапов ячӗпе йӗркеленӗ ӑмӑртура Николай Индюков ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Евгений Тихоновпа Василий Пундяков иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. 

Январӗн 6-мӗшӗнче «Тав» ООО призӗсемшӗн кашни ҫулах йӗркелекен волейбол турнирӗ иртнӗ. Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Тав» ООО йӗркелӳҫи А.П.Капитонов, округри обществӑлла палата председателӗ К.С.Мифтахутдинов, «Кӗтне» ентешлӗх представителӗ А.Н.Жуков, «Слава картофелю» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Р.Х.Идиатуллин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов тата турнирӑн тӗп судйи Е.А.Тихонов саламланӑ, турнирта мала тухма суннӑ. Ӑмӑртӑва пурӗ 6 команда хутшӑннӑ, кашниех ҫӗнтерӳҫӗ пулма тӑрӑшнӑ. Раштав турнирӗ «Кӗтне» ФСК команди мала тухнипе вӗҫленнӗ. Спортсменсем пысӑк ӑсталӑхне, командӑра ӗҫлеме пӗлнине туллин кӑтартса панӑ. «Кӗмӗл» медальсене «Слава картофелю» агрофирмӑн команди тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — физкультура учителӗсен команди. «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Расул Юмаков, «Мечӗке чи лайӑх ҫапса паракан» ята Ирек Минсафинов, «Чи лайӑх ҫыхӑнтаракан» ята Сергей Горячкин тивӗҫнӗ.

  Январӗн 7-мӗшӗнче Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем Афганистан ҫӗрӗ ҫинче, Чечен республикинче, ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыва сыхласа пуҫ хунӑ ентешӗсен ячӗпе футбол турнирӗ ирттернӗ. Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.М.Мансуров, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн директорӗ Н.Г.Ильин, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансем, паттӑрсен тӑванӗсем уявсем ячӗпе саламланипе пӗрлех  пуҫ хунӑ ентешсен ячӗсем нихӑҫан та манӑҫманнине  палӑртнӑ, спортсменсене ӑнӑҫусем суннӑ.

Вӑйӑсем интереслӗ те хӗрӳ иртнӗ. Кашни команда пултарулӑхпа палӑрма тӑрӑшнӑ. Пуринчен те ӑстарах выляса Патӑрьел округӗнчи «Бикшикташ» команда пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак округри «Керамик» команда иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Элпуҫӗнчи «Дружба» команда «пӑхӑр» медаль ҫӗнсе илнӗ. Вылякансем кашни тапса кӗртнӗ мечӗке, ҫӗнсе илнӗ очкона паттӑрсене халаллани, куракансем вӗсене ӑстарах выляма хавхалантарса пыни пуҫ хунисен ячӗсене асра тытнине, вӗсемпе хӑпартланнине палӑртать.

Ку турнира йӗркелесе ирттерес енӗпе «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗ пуҫарулӑх кӑтартнине, спонсорла пулӑшу панине палӑртма кӑмӑллӑ.

Асанкассисемшӗн футбол, волейбол вӑййисемсӗр пуҫне хоккей та ют мар. «Асаново»          ЯХПКна  1998 — 2010 ҫулсенче ертсе пынӑ Н.М.Копташкина асӑнса январӗн 5-мӗшӗнче  ирттернӗ «Асаново» тата «Комсомольское» командӑсем хушшинчи тупӑшӑва пӑхма та куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.  Вӑйӑ 5% 3 шутпа Комсомольскисем ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ пулин те, Асанкассисем пӑр ҫинче ӑста хоккеистсем пулнине, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха чылай  ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ  Николай Моисеевича манманнине  ҫирӗплетсе панӑ.

Уяв кунӗсенче ытти ялсенче те тӗрлӗрен спорт мероприятийӗсем иртнӗ. Округра пурӑнакансем вӗсене хаваспах хутшӑннӑ. Мала тухнӑ командӑсем парнесене тата Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ.

Наталья Калашникова,

 Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *