Вторник, 13 октября

Асра тытатпӑр

Чӑваш ачисене чун-чӗререн юратса, ырӑ сунса тухӑҫлӑ ӗҫленӗ ача-пӑча писателӗсенчен пӗри — Николай Ыдарай. Вӑл Хирти Явӑш ялӗнче 1925 ҫулхи январӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан, кӑҫал ҫыравҫӑ 101 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Ҫак кунсенче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем ентеш-ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ. Шкулти вулавӑшри кӗнекесен куравӗ те ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ.

«Кӗҫӗн ачасем валли ҫырасси ҫӑмӑлах мар, — тенӗ ҫыравҫӑ. — Ку, паллах, ачасене юратнинчен тӗвӗленет. Ачасене юратасси вара, пулас лаша тихаран паллӑ тенӗ пек, пӗчӗкренех пуҫланать». Ачасем Николай Ыдарайӑн сӑввисене, калавӗсене юратсах вуларӗҫ, сӳтсе те яврӗҫ. «Ытарлӑх» кӗнеки тӑрӑх ирттернӗ викторина ыйтӑвӗсене хаваслансах хуравларӗҫ.

«Манӑн тӗллевӗм, — тенӗ ҫыравҫӑ, —  ҫуккине пур тӑвасси, пуррине — пурне те тивӗҫтересси». Паллӑ ентешӗн ӑс-хакӑлӗпе, литературӑри еткерӗпе эпир чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр.

А.Константинова, кӗҫӗн классен

 вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *