Вторник, 13 октября

Александр Жуков «Сывӑ пурнӑҫ ьйӗрки физкультурӑсӑр пулмасть»

Александр Жуков «Сывӑ пурнӑҫ ьйӗрки физкультурӑсӑр пулмасть»

Александр Жуков Виҫпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.  Хӑйӗн ӗҫне 1978 ҫулта вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче  пуҫланӑ.  Унтан салтак атти тӑхӑннӑ,   Афганистанра службӑра пулнӑ. Ҫартан таврӑнсассӑн Александр  Шалти ӗҫсен  пайӗнче физкультурӑпа спорт организаторӗнче ӗҫленӗ.  2005 ҫулта Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑх техникумӗн физкультура преподавателӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

— Физкультура педагогӗ пулма мӗнле тата мӗншӗн суйласа илтӗр? Сире професси суйласа илме мӗн пулӑшрӗ?

— Шкулта,  малтан хамӑр ялта,  унтан кӳршӗри Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче тата Комсомольски вӑтам шкулӗнче мана яланах физорг пулма шанатчӗҫ.  Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене час-часах тухса ҫӳреттӗмӗр.  Эпӗ физкультура учителӗ пулма ӗмӗтленеттӗм.  Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн физкультура учительне вӗренме  кӗме май килмерӗ. Ҫартан таврӑнсассӑн  Чӑваш педагогика институтне физкультура факультетне вӗренме кӗтӗмех. Шкулти ӗмӗт ҫапла пурнӑҫа кӗчӗ те ӗнтӗ.  Спорт педагогики манӑн пӗтӗм пурнӑҫӑн пӗр пайӗ пулса тӑчӗ те! Ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма вӗрентесси, тӗрлӗ физкультура упражненийӗсемпе сывлӑха ҫирӗплетме хӑнӑхтарасси  пурнӑҫ ҫулӗ пулса тӑчӗ. Техникумри  студентсене спорта юратма вӗрентме питӗ килӗшет.

— Ученӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх,  шкул ачисен 80 проценчӗ гиподинамипе асапланать. Ку ыйтӑва мӗнле татса пама пулать?

— Ҫыннӑн физкультурӑпа тата спортпа туслашма кӑмӑл пултӑр тесен, чи малтан  сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнма хӑнӑхмалла. Вӑл ҫеҫ те мар, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе — спорта юратакансемпе туслашмалла.   Ман шутпа, хушма пӗлӳ памалли майсене ӳстермелле.  Паянхи вӗренӳ стандарчӗсем ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшасса шанас килет. Кашни шкул ачи ҫирӗп сывлӑхлӑ, илемлӗ кӗлеткеллӗ пулма пултарать.  Ҫакна пурнӑҫлама кӑштах ҫирӗплӗх, ирӗклӗх тата кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ. Ун валли халӗ вара пур  услови те ҫителӗклӗ. Хуласенче,  ялсенче ҫӗнӗ йышши спорт площадкисем хута яраҫҫӗ. 

— Хальхи шкул ачисене,  калӑпӑр, ҫирӗм ҫул  каяллахинчен  урӑхларах упражненисем кирлӗ-и?

— Хальхи ачасем  пӗччен- лӗхе кӑмӑллаҫҫӗ. Ача садӗн- ченех вӗсем телефонпа ҫеҫ калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. Эпӗ вӗсен куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакни пирки каламастӑп та. Анчах сӑнӑр-ха, вӗсен пысӑк пӳрнисем мӗн тӑваҫҫӗ; Ачасемпе ҫамрӑксен пысӑк пӳрнисем яланах кнопкӑсем ҫине пуснипе ҫурри авӑнса тӑраҫҫӗ. Пӳрнесене тӑсас, тӳрлетес тесессӗн сиплев физкультурипе усӑ курма, ятарлӑ упражненисем тума тивет.

— Сирӗн профессире йывӑрлӑхсем пур-и; Мӗнле  чӑрмавсемпе тӗл пулма тивет сире?

— Паллах, вӗсем пур.  Ачасем вӗсем калама та ҫук  интереслӗ. Пӗр вӑхӑтрах вӗсем  кӑсӑклӑ  ыйту пама та, ҫитменнине тата экзамен «тыттарма» та пултараҫҫӗ. Хӑвӑн ӗҫне пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене  спорта явӑҫтарма хатӗр пулсан, сан  патна туртӑнаҫҫех. Енчен те ӗҫе ахальтен ҫеҫ тунине сисрӗҫ пулсассӑн, вӗсен шанчӑкне ҫӗнсе илме ҫӑмӑл мар.

— Эсир  пӗлӳ панӑ вӗренекенсем   хӑш спорт тӗсӗсенче  палӑрнӑ?

— Ҫитӗнӳ тӑвакан спортсмен-выпускниксем чылайӑн.  Манӑн воспитанниксем кашни ҫулах нумай спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран,  республика хаҫачӗ  «Советская Чувашия» йӗркелекен  ҫӑмӑл атлетика эстафетинче яланах аван кӑтартусем тӑваҫҫӗ.  Акӑ, нумаях пулмасть,  октябрь пуҫламӑшӗнче, техникум студенчӗсемпе пӗрле Ижевск хулинче  Атӑлҫи федераци округӗн  студенчӗсен 10-мӗш спартакиадине кайса килтӗмӗр.  Футболпа 10 команда хушшинче эпир — пӗрремӗшсем, волейболпа тата канат туртнипе — виҫҫӗмӗшсем,  мас-рестлингпа икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илтӗмӗр.

— Александр Николаевич,  эсир Афганистанра ҫарта пулнӑ.  Пуринчен ытла мӗнпе асра юлчӗ ҫак вӑхӑт?

— Афганистана эпӗ тӳрех лекмен. Малтан Чапаев дивизийӗнче пултӑм. Ҫав  вӑхӑтра Украинӑри Лубны хулинчеччӗ вӑл. Тепӗр ҫур ҫултан вара Афганистана лекрӗм,  40-мӗш ҫарӑн снабжени бригадинче отделени командирӗ пулса службӑра тӑтӑм.  Ҫакна палӑртас тетӗп, Афганистанра Совет салтакӗсемпе офицерӗсем хушшинчи туслӑх тата пӗр-пӗр- не пулӑшасси питӗ ҫирӗпчӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни, пӗр-пӗрне пулӑшни пире йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме  май панӑ. 

— Эсир Шупашкарти Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче халӑха физкультурӑпа,  спортпа ҫывӑхрах туслаштарас  тӗлӗшпе активлӑ ӗҫленине пӗлетпӗр…

— 10 ҫул ытла ӗнтӗ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексӗнче спорт инструкторӗ пулса ӗҫлетӗп. Чӑваш Енри  картиш командисен спартакиади шайӗнче эпир икӗ ҫул иккӗмӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр.  Унтан икӗ хутчен республика спартакиадин ҫӗнтерӳҫисем пултӑмӑр. Ҫавӑн пекех Шупашкар хулинче пурӑнакансем хушшинче  йышпа футболла выляс енӗпе  «Футбол — халӑх вӑййи» конкурсахутшӑннӑ. Ҫав ӑмӑртусен судйи те пулнӑ эпӗ.  Темиҫе ҫул каялла пирӗн комплекса физкультурӑпа тата спортпа туслӑ 24 ҫын кӑна ҫӳренӗ пулсассӑн,  халӗ вӗсен йышӗ  200  ҫынран та иртни савӑнтарать. ГТО нормисене йышӑннӑ чухне те  тӑтӑшах спорт судйи пулатӑп.

— Хӑвӑр ҫемьепе паллаштарӑр-ха.

— Манӑн атте-анне колхозниксем пулнӑ. Атте Ленин ячӗллӗ колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ,  унтан  «Комсомольский» совхозра тӑрӑшнӑ. Анне  выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ,  доярка пулнӑ.  Эпир ҫемьере пиллӗкӗн ҫитӗннӗ: виҫӗ ывӑл та  икӗ хӗр.

Атте питӗ пултаруллӑ пулнӑ.  Ҫӑмӑл атлетикӑпа кӑсӑкланнӑ,  ҫарта пулнӑ чухне  ҫуран чупса  чемпион та пулнӑ.  Манӑн тӑвансем те спортпа туслӑ.  Пичче Владимир  Ш,М тытӑмӗнче  ӗҫленӗ. Вӑл ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗрпе ярӑнассипе  республикӑра  темиҫе хут призер пулнӑ. Халӗ вӑл тивӗҫлӗ канура.  Шӑллӑм  Андрей  та спортсмен.  Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗнче караул начальникӗ пулса ӗҫлет.  Вӑл пушар  спорчӗ  енӗпе 17 хут Чӑваш Ен чемпионӗ пулнӑ. Йӑмӑксем,  Иннӑпа Валентина, спортран аякра тӑраҫҫӗ,  Ульяновск облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ.

1985 ҫулта авланнӑ эпӗ. Пирӗн ывӑл,  Евгений — ҫитӗннӗ ҫын, Шупашкарта пурӑнать, ӗҫлет.  Тавтапуҫ  Иринӑна,  манӑн мӑшӑра. Ывӑла   воспитани парассин тӗп йывӑрлӑхне вӑл хӑйӗн ҫине илнӗ. Эпӗ пӗтӗмпех профессие парӑннӑ ҫын. Уйрӑмах физкультура  предметне вӗрентме тытӑнсассӑн тӑтӑшах тренировкӑсенче пулнӑ, ӑмӑртусене хутшӑннӑ.  Ывӑл малтан футболпа  туслӑччӗ. «Элара» командӑра вылянӑ.  Унтан вӑл дартспа кӑсӑкланса кайрӗ.  Тепӗр икӗ ҫултан Раҫҫей спорт мастерӗ  пулса тӑчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусен призерӗ тата дартс енӗпе Тӗнче кубокне хутшӑннӑ. 2023 ҫулта Саранскра дартс енӗпе Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ.  Ҫак спорт енӗпе вӑл  Чӑваш Ен федерацийӗн ертӳҫи.   Халӗ «Спартак» спорт шкулӗнче футбол вӑййин тренерӗнче ӗҫлет,  6—16 ҫулхи 200 яхӑн ачана футболпа туслаштарать. 

— Канма  юрататӑр-и?

— Пушӑ вӑхӑтра вӑрмана кӑмпана ҫӳреме кӑмӑллатӑп.  Ку манӑн юратнӑ ӗҫ. Кӑҫал уйрӑмах кӑмпа ӑнса пулчӗ.

— Александр Николаевич, тавтапуҫ калаҫушӑн.

Ҫак кунсенче хӑйӗн 65 ҫулхи юбилейне  уявлакан Александр Жуков чылай наградӑсене тивӗҫнӗ.

 Афганистанра ҫар службине ирттернӗшӗн СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ «Воин-интернационалист» (1988 ҫ.) Грамотӑпа чысланӑ.  «Воину-интернационалисту от благодарного афганского народа» (1988 ҫ.),  «За ратную доблесть»  (2002 ҫ.) «За  отвагу и мужество» (2008 ҫ.) медальсемпе   тата «За заслуги  в патриотическом воспитании молодежи» орденпа (2012 ҫ.) наградӑланӑ. Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята (2021 ҫ.) тивӗҫнӗ. 

 Николай Галкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *