Вторник, 13 октября

Финанс ыйтӑвӗсем ҫемьесемшӗн пӗлтерӗшлӗ

Финанс ыйтӑвӗсем ҫемьесемшӗн пӗлтерӗшлӗ

Октябрӗн 11-мӗшӗнче Елчӗк муниципаллӑ округӗнче финанс пӗлӳлӗхӗн II республика ҫемье фестивалӗ иртнӗ. Унта Елчӗк тата Комсомольски округӗсенчен нумай ачаллӑ 10 ҫемье хутшӑннӑ. Пирӗн округран Жуковсен, Петровсен, Моторинсен тата Белковсен туслӑ ҫемйисем фестивале килсе ҫитнӗ.

Мероприятин программи пуян та тӗрлӗ енлӗ пулнӑ. Пуҫтарӑннисем 10 тематикӑлла лапамра тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫласа, вӑйӑсем выляса финанс пӗлӳлӗхне тарӑнлатнӑ, ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ литературӑпа та паллашнӑ. «Финанс ребусӗсем», «Финанс кинотеатрӗ» интерактивсем, «Укҫа-тенкӗпе туслаш» ӑсталӑх лаҫҫи, «Укҫа шута юратать» вӑйӑ уйрӑмах пурне те килӗшнӗ. «Финанс советникӗ» лапамра тӗрлӗ специалистсем ҫемьесене укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳ-канаш панӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ фестивальте тӗрӗс хуравсем парса «ылтӑнсем» ҫӗнсе илнӗ, вӗсемпе ятарлӑ ярмӑрккара таварсем туяннӑ. 

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Елчӗк округӗнчи Зиньковсен ҫемйи ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Мероприятие хутшӑнма кӑмӑл тунӑ кашни ҫемьене сертификатсем парса хавхалантарнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара — ҫемьесем хӑйсен финанс пӗлӗвне тарӑнлатни, ҫитӗннисемпе пӗрле ачасем те ҫемье бюджетне тытса пырас енӗпе усӑллӑ пӗлӳпе пуянланни.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *