Вторник, 13 октября

«Сывлӑх патне — утӑм» проекта халӑх хавхаланса йышӑнчӗ

«Сывлӑх патне — утӑм» проекта халӑх хавхаланса йышӑнчӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе старт илнӗ «Сывлӑх патне — утӑм» проекта Чӑваш Енре пурӑнакансем хавхаланса йышӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗнӗ тапхӑрта республикипе 70 пине яхӑн ҫын хӑйӗн сывлӑхне ниҫта каймасӑрах, юнашарах тӗрӗслеттерме, тухтӑрсемпе куҫа-куҫӑн курса калаҫма пултарчӗ. 

«Сывлӑх пункчӗсем» Комсомольски  муниципалитет округӗнче те тухӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ. Сывлӑх хуралӗн ӗҫченӗсемпе  волонтерсем кашни территори пайне ҫитсе ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗпе йышӑнчӗҫ, кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *