Октябрӗн 8-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче округӑн 2025—2030 ҫулчченхи социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗн комплекслӑ программипе стратегиллӗ сесси пулса иртнӗ. Ун ӗҫне вӗрентӳ, культура сферинче, ял хуҫалӑхӗнче, бизнесра тӑрӑшакансем, обществӑлла организацисен представителӗсем, структура подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Мероприятие округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ, округӑн малашнехи аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пулнине палӑртнӑ. Калаҫу М-12 трасса хӗрринче логистика комплексӗ, Акатуй ирттерекен вырӑнта та ачасен кану лагерӗ пулнӑ тӑрӑхра кану зони тӑвас, агропромышленноҫ комплексӗнче продукцие тирпейлекен сооруженисем хута ярас тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусем тавра пынӑ. Сессие хутшӑнакансем сӗнӳсем панӑ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

