Паянхи кун ҫӑмӑллӑнах кирлӗ ҫынпа ҫыхӑнса калаҫма пулать. Кӗсьерен телефон кӑлармалла та шӑнкӑравламалла. Иртнӗ ӗмӗрте вара васкавлӑ пулӑшӑва чӗнсе илес тесен те ялта телефон кӗртнӗ ҫурта ҫитме тивнӗ. 1960—70 ҫулсенче вара ку енӗпе татах та йывӑртарах килнӗ. Районта телефон ҫыхӑнӑвне йӗркелес тӗлӗшпе линипе техника цехӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем радио-телефон юсавлӑхӗшӗн яваплӑ пулнипе пӗрлех ҫӗнӗ линисем те хута янӑ. Ку енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа пирӗн районта тӑрӑшнӑ икӗ ҫын анчах «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыхӑну ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ: Б.С.Тихонов тата А.М.Счетчиков. Паянхи статьяра Александр Михайлович ҫинчен тӗплӗнрех каласа парасшӑн. Вӑл ҫак кунсенче 70 ҫул тултарчӗ. Хастар та пултаруллӑ ҫын пурӑннӑ ҫав ҫулсенчен ытларахӑшне районта ҫыхӑну системине аталантарас ӗҫе панӑ.
Александр шкул ҫулӗсенчех пулас профессипе интересленнӗ тесен те тӗрӗсех пулӗ. Радиодетальсене сыпӑнтарма, приемниксемпе телефон аппарачӗсене юсама хӑтланнӑ. Вӗренӳре те аван паллӑсемпе ӗлкӗрсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӳт-пӗве те тӗреклетме тӑрӑшнӑ. Спортпа туслӑскер ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Физкультура учителӗ пулас ӗмӗчӗ те пулнӑ. Анчах та вӑл ҫыхӑнӑва суйласа илнӗ. 1973 ҫулта Шупашкарти ҫыхӑну электротехникумне вӗренме кӗнӗ. Ӑна пӗтерсен ҫара кайиччен Комсомольскинчи «Сельхозэнерго» пӗрлешӳре электрослесарьте вӑй хунӑ.
Салтак атти тӑхӑнсан Архангельск облаҫӗнче службӑра тӑнӑ. Мирный хулинче инҫет ҫыхӑнӑва йӗркелекен пулнӑ. Кунта ӑна техникумра вӗреннӗ вӑхӑтра практикӑра илнӗ пӗлӳ нумай пулӑшу панӑ.
Ҫар тумне хывсан вӑл 1978 ҫулта Комсомольскинчи 11-мӗш ЛТЦна ӗҫе кӗнӗ. Ҫамрӑк электромеханик кунта пысӑк хавхаланупа ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне кура тепӗр ҫултанах Б.Тихонов директор ӑна хӑй ҫумӗ пулма шаннӑ.
«Вӑл ҫулсенче линипе техника цехӗ аталанса ҫеҫ пынӑ. Юсав ӗҫӗсене тума автомашина кузовӗ ҫине улӑм сарса ҫула тухаттӑмӑр. Хӗл кунӗсенче хирте пилӗк таран юр ашса кабельсем сӗтӗрнӗ. Тарласа шӑнасси те пулнӑ пулӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн манӑҫаҫҫӗ, паллах. Анчах та хӑш-пӗр йывӑр самантсем халӗ те аса килеҫҫӗ. Миҫе ҫухрӑм утнӑ-ши, миҫе юпа ҫине хӑпарнӑ, шутласа та пӗтереймӗн», — тет халӗ Александр Михайлович. Кирек мӗнле ҫанталӑкра та юсавҫӑсен ҫула тухма тивнӗ. Ҫил-тӑманра, йӗпе-сапара, шартлама сивӗре кӑлтӑксем сиксе тухаҫҫӗ. Халӑха вара ҫыхӑну кирлӗ.
2002 ҫулта ӑна Патӑрьелӗнчи ЭТУСӑн Комсомольскинчи уйрӑмӗн директорӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Тепӗр ҫултан телефон ҫыхӑнӑвне цифрӑлама пуҫланӑ. Ку ӗҫе пирӗн районти ҫыхӑнуҫӑсем кӗске вӑхӑт хушшинчех пурнӑҫланӑ. Телефон абонеменчӗсем патне ҫитекен кабельсене ҫӗр айне хурса илсе ҫитернӗ. «Кун хыҫҫӑн килӗсене телефон кӗртес текенсем питӗ нумайланса кайрӗҫ. Кӗсье телефонӗсемпе усӑ курма пуҫласан вара телефона кӑларма ыйта пуҫларӗҫ»,— аса илет А.Счетчиков.
Районти линипе техника цехӗн директорӗнче вӑл 2016 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫӗнче вара, вӗреннӗ вӑхӑтсене те шута илсен пӗр уйрӑлми 43 ҫул вӑй хунӑ. Ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ вӑхӑтра та кабинетра ларса тӑман вӑл. Яланах бригадӑпа пӗрле лини ҫинче пулнӑ. Шартлама сивӗсенче те, лӳшкесе тӑракан ҫумӑр айӗнче те авари пулнӑ вырӑнсенче пӗрре мар ӗҫлеме тивнӗ унӑн.
«Коллективра пӗр вӑхӑтра 70 яхӑн ҫын та вӑй хуратчӗ. Ҫыхӑнуҫӑсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, ӑнланса ӗҫлетчӗҫ. Эпӗ вӗсене пӗр сивӗ сӑмах та каламан. Хушнине вӗсем яланах вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ», — каласа парать халӗ ӗҫ ветеранӗ.
Хастар ӗҫшӗн Александр Михайлович чылай наградӑсене тивӗҫ пулнӑ. 1990 ҫулта ӑна СССР ҫыхӑну министерствин указӗпе «Почетный радист СССР» хисеплӗ ят панӑ. Ҫӳлерех асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, 2007 ҫулта Чӑваш Республикин Президенчӗ А.М.Счетчикова «ЧР тава тивӗҫлӗ ҫыхӑну ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен указ кӑларнӑ.
1979 ҫулта вӑл Ҫӗнӗ Кипеҫ хӗрӗпе Луизӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе пӗрле пӗр-пӗрне юратса 45 ҫул пурӑннӑ. Пӗр ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӑл та ашшӗн ҫулӗпе кайса пӗр вӑхӑт линипе техника цехӗнче вӑй хунӑ. Телефонсене цифрӑланӑ вӑхӑтра тӑрӑшса коллектившӑн усӑллӑ чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе тата ачипе ашшӗ патӗнче час-часах пулать.
Ачаран ҫуралнӑ ӗмӗтне туллин пурнӑҫланӑ Александр Михайлович. Пурнӑҫланӑ ҫеҫ мар, хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗнче пархатарлӑ тӑрӑшса чыс-сума тивӗҫнӗ. Малашне те унӑн сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑр, ӗмӗчӗсем тулса пыччӑр.
Юрий Гаврилов.

