Октябрӗн 1-мӗшӗ Ваттисен кунӗ пулчӗ. Ҫак ятпа округри пур территори уйрӑмӗсенче те халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенче вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ҫынсемпе мероприятисем йӗркеленӗ.
Хаҫатӑн историйӗ маларах ӗҫленӗ ҫынсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ваттисен кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уявра та пирӗн ветерансен иртнӗ вӑхӑтсенчи интереслӗ самантсем ҫинчен аса илмелли чылай пулчӗ.
Пичет ӗҫченӗсенчен чи асли Н.К.Скворцов 1972—1990 ҫулсенче «Октябрь ялавӗ» хаҫатра фотокорреспондент пулса ӗҫленӗ. Вӑл округри пур ялсенче те, колхозсемпе предприятисенче те пулнӑ, ӗҫре малта пыракансене ӳкерсе хаҫат страницисенче пичетленӗ. В.В.Гаврилов редакцире обществӑлла пай заведующийӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн статйисенче вӑл влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатса тӑнӑ. Нумай вӑхӑт ҫырусен пайне ертсе пынӑ З.Н.Соловьева обществӑлла корреспондентсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. 40 ҫул ытла корректорта вӑй хунӑ Л.Д.Баринова хаҫат страницисем хитре те йӑнӑшсемсӗр кайччӑр тесе ҫине тӑнӑ. В.П.Тимофеева редакцире бухгалтерта ӗҫленӗ май шут ӗҫне йӗркелесе тӑнӑ. Паянхи кун та хаҫатра тӑрӑшакан О.А.Николаева маларах типографире линотипистка пулса ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн паянхи кунчченех хаҫата калӑплаканӗ пулса тӑрӑшать. Канаш типографийӗн Комсомольскинчи филиалӗнче нумай ҫул Н.А.Богатыревапа З.Н.Пудовкина наборщица, З.Н.Буланкова, Г.В.Ишмуратова печатница пулса вӑй хунӑ. Офсет пичечӗ ҫине куҫиччен хаҫата шӑпах вӗсем пичетлесе вулакансем патне ҫитернӗ.
Хаҫат ӗҫӗн ветеранӗсем яланах пирӗнпе пӗрле. Вӗсем час-часах редакцине кӗрсе тухаҫҫӗ, хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ.
Уява килнисене «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.В. Ефремова саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ. Вӗсене хаҫата аталантарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ.
Ветерансем хӑйсенчен хаҫатҫӑсене тав туса ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
(ХАМӐР ИНФ.).

