Республика тулашӗнче чӑваш чӗлхине анлӑн сарас енӗпе чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче шкул ачисен «Аталан» наци вӗренӳ форумӗ иртнӗ. Унта 200 яхӑн шкул ачи тата чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем активлӑн хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ делегаци йышӗнче этноблогерсем, Лариса Петрова ҫыравҫӑ, эстрада юрӑҫи Алексей Московский тата ыттисем те пулнӑ.
Шкул ачисем валли тӑван чӗлхепе тӗрлӗ вӑйӑ, интерактив ирттернӗ. Вӗренекенсем интереслӗ квестсенче тата вӗренӳ тренингӗсенче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем спикерсен ӑсталӑх класӗсене хутшӑнса урока кӑсӑклӑрах ирттермелли мелсемпе паллашнӑ.
«Аталан» проект авторӗ Артем Носков ҫакӑн пек форумсем ирттерни ачасене тӑван чӗлхене лайӑхрах пӗлме пулӑшнине палӑртнӑ.

