Вторник, 13 октября

Бизнесра та тӑван чӗлхе кирлӗ

Бизнесра та тӑван чӗлхе кирлӗ

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта предпринимательсен пӗрлӗхӗ валли ҫеҫ мар, регионти культура пурнӑҫӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртнӗ — Чӑваш бизнес форумӗ. «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ форумра бизнес ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех чӑ-вашла сӳтсе явнӑ.

Ҫак мероприятие пуҫараканӗ — «Деловая Россия» обществӑлла организаци членӗ Артем Григорьев. «Предпринимателлӗх — цифрӑсемпе килӗшӳсем ҫаҫ мар, вӑл — эпир шанчӑклӑх йӗркелекен чӗлхе. Бизнес мӗн чухлӗ тӑтӑшрах чӑвашла калаҫать, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех чӗлхе паянхи тӗнчере янӑрать», — палӑртнӑ вӑл хӑйӗн шухӑшне уҫӑмлатса.

Спикерсем кӑсӑклӑ темӑсемпе тухса калаҫнӑ. Мероприятие чӑвашсем ҫеҫ мар, чӑвашла ӑнланакан ытти халӑх ҫынни те пуҫтарӑннӑ. Чӗлхене ӑнланманнисем валли вара Александра Урукова тата Мария Александрова вырӑсла куҫарса пынӑ. Вӗсем Чӑваш бизнес форумӗ пӗрремӗш хут иртнӗ май ӗҫре тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине палӑртнӑ. Сӑмахран, чӑвашларан вырӑсла синхронлӑ куҫарса пыма ятарлӑ оборудованисем ҫук. Спикерсем хӑвӑрт калаҫнӑ чухне пӗчӗк самантсем куҫарура сиксе юлма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ сферӑри терминсене тӗрӗс куҫарма пӗлмелле.

Форум вӗҫӗнче ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта кашниех хӑйӗн шухӑшне палӑртма пултарнӑ. Хутшӑнакансем чӑваш чӗлхи йӗри-тавра тӑтӑшрах янӑрамаллине, рекламӑсенче, организацисен ячӗсене ҫырнӑ хӑмасем ҫинче, компанисен сайчӗсенче чӑвашла ҫырни кирлех пулнине пӗтӗмлетнӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхипе тан усӑ курнӑ чухне чӑваш чӗлхи аталанӑва чараканни мар, ҫӗнӗ майсем уҫаканни — бизнеса чӑвашлӑх сӗмӗ кӳрекенни, клиентсемпе партнерсене хушма шанӑҫ параканни пулса тӑрать. 

«Куратпӑр ӗнтӗ, бизнесра чӑваш чӗлхипе интересленесси ӳссех пырать, ҫакӑ питӗ хаклӑ. Чӗлхе вӑл — пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли хатӗр ҫеҫ мар, халӑхпа пӗрле пулнине кӑтартакан паллӑ. Предприниматель унпа ӗҫре усӑ курни йӑласене упранине кӑтартнисӗр пуҫне конкурентсем хушшинче маларах тӑма пулӑшать. Пирӗн пӗрлӗхшӗн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ», — палӑртнӑ «Деловая Россия» обществӑлла организацин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Ефимов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *