Вторник, 13 октября

Чӑвашла вӗренме пулӑшӗ

Чӑвашла вӗренме пулӑшӗ

Ленинград облаҫӗнчи Туслӑх ҫуртӗнче чӑваш чӗлхине вӗренмелли «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп. Чувашский язык с нуля, самоучитель для начинающих» кӗнекен презентацийӗ иртнӗ. Максим Кузнецов хатӗрлен ҫак кӗнеке Тутарстан кӗнеке издательствинче (Хусан хули) кун ҫути курнӑ.

Автор — Хусанти РАН ӑслӑлӑх центрӗн нумай факторлӑ гуманитари анализӗн тата когнитивлӑ филологин лабораторийӗн наука сотрудникӗ, ҫамрӑк ученӑй-лингвист, полиглот, чӗлхе активисчӗ, куҫаруҫӑ, журналист, поэт. Маларах унӑн «Русские черты в вепсском синтаксисе» (2018), «Коренные народы Ленинградской области и их современные праздники» (2021), «Татарский язык с нуля, самоучитель для начинающих» (2022), «Elo» (вепс чӗлхипе ҫырнӑ сӑвӑсен пуххи, 2023) кӗнекисем пичетленсе тухнӑ пулнӑ.

Чӑваш чӗлхине хӑй тӗллӗн вӗренмелли ҫӗнӗ кӗнеке Тутарстан Республикин Раисӗ ҫумӗнчи тутар чӗлхине тата Тутарстан республикинче пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене сыхласа хӑварас тата аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен Комисси (председателӗ Марат Ахметов) пулӑшнипе кун ҫути курнӑ.

Максим Кузнецов Раҫҫейри чӑвашсен федераллӑ наципе культура автономийӗн Канашӗн членӗпе Валериан Гавриловпа калаҫнӑ хыҫҫӑн чӑвашла ҫакӑн пек кӗнеке ҫырма шутланӑ. Автор чӗлхене 2023 ҫулхи апрель уйӑхӗнче ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ. 2 уйӑхра вӑл вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ вӗренӳ кӗнекисемпе тата академи ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курса чӑваш чӗлхин грамматикине пӗлсе ҫитнӗ, унтан нимӗҫле тата поляк чӗлхипе ҫырнӑ ҫӑлкуҫсенче те информаци шыранӑ. Кӗнеке ҫырас ӗҫ 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи апрельччен пынӑ. Ҫак хушӑра чӑваш чӗлхине тӑван мар чӗлхе пек вӗренес текенсем валли чӑваш грамматикине пур енлӗн ҫутатакан пысӑк калӑпӑшлӑ материал пуҫтарнӑ. Анчах та ҫак ӗҫӗн калӑпӑшӗ питӗ пысӑк пулнине кура унӑн пӗрремӗш пайне ҫеҫ кӗнекене кӗртме шут тытнӑ. Унта чӑвашла калаҫнине ӑнланма, ҫӑмӑл текстсене вулама тата ҫырма май паракан пуҫламӑш пӗлӗве кӗртнӗ.    

«Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп. Чувашский язык с нуля, самоучитель для начинающих» кӗнекене ҫывӑх вӑхӑтра Тутарстан кӗнеке издательствин магазинӗсенче тата унӑн tatkniga.ru сайтӗнче сутма пуҫлӗҫ.

Чӑвашла пачах пӗлмен, анчах вӗренме тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫынсемшӗн вӑл — паха парне. Чӑвашла лайӑх пӗлекенсемшӗн вара ҫак кӗнекепе паллашса ӑна хаклама интереслӗ пулӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *