(Малалли. Пуҫламӑш. 17, 24—34-мӗш номерсенче).
Алиса та упăшки умĕнче хăй сӳрĕккине кăтартма тăрăшмарĕ. Тульккăш юлашкинчен кăна киле каяс умĕн:
— Алик, енчен те манпа мĕн те пулин пулас пулсан ачасене лайăх пăх, — терĕ.
— Эсĕ мĕскер калаçатăн, Алиса? Вилме хатĕрленмен пулĕ те эсĕ? Эпир тин çеç пурăнма тытăннă. Тата пирĕн ачасем те пур вĕт. Пирĕн вĕсене çитĕнтерес пулать, мăнуксене утьăкка сиктерес те килет-ха манăн.
— Çук, вилме шутламастăп-ха эпĕ. Ăнсăртран мĕн те пулин пулсан кăна тетĕп-çке.
— Ăнсăртран та пирĕн нимĕн те пулма пултараймасть, ăнлантăн-и? Ăнсăртран та! Пуçра ун пек шухăш нихăçан та ан пултăр. Юрать-и, Алиса? Урăх çак сăмахсене эпĕ илтем мар, юрать-и?
— Юрать, юрать, — терĕ Алиса шăппăн.
«Нивушлĕ пĕлет хăйĕн чирне е чĕрипе туять-ши? Çапах та темле пулсан та калама кирлех мар ăна. Каламăп та!» — текен шухăшсемпе килелле утрĕ арçын.
Кунсем ерипен шурĕç. Библиотекăна кĕрсе çак чир çинчен калакан кĕнекесене вуларĕ. Сыватас шанчăк пур иккен кун пек чирлисен. Малтан химитерапи тăваççĕ. Енчен те ун пек те чир шала кайса пырсан операци тума та пулать иккен. Тульккăш операцине ют çĕр-шывра укçалла тăваççĕ. Тем тума та хатĕр арăмĕшĕн Алик, сывалтăр çеç.
Кăнтăрла хăйĕн ĕçне çӳрерĕ вăл, каçсерен машинипе — такси вырăнне. Укçа пуçтармалла, арăмне сыватмалла.
Алисăна, чăнах та, химитерапи турĕç. Унтан больницăран кăларчĕç. Питĕ начарланса, вăйран кайнă хĕрарăм пĕрре те унчченхи Алисăна аса илтермерĕ. Арăмĕ никам çук чух çав тери кулянни ĕçрен таврăннă упăшкине тӳрех курăнатчĕ. Йăл-йăл кулăпа кĕтсе илетчĕ пулин те куçĕсем яланах куççульпе тулнăччĕ.
Унтан çӳçĕ тăкăнма тытăнчĕ. Ку пушшех те Алисăна пăшăрхантарчĕ. Çапах та килтисем умĕнче хăйне çирĕп тытма епле хăват çитерчĕ-ши? Юлашкинчен чăтаймарĕ. Пĕррехинче иккĕш çеç юлсан упăшки çумне пырса ларчĕ те сăмах пуçарчĕ.
— Алик, манран нимĕн те ан пытар. Эпĕ вĕт малтанах йăлтах пĕлетĕп: ман юн ракĕ пулнине, çавăн пирки химитерапи те тунине, санпа врач калаçнине — пурне те. Малтан çĕнтеретĕпех терĕм ку чире. Анчах ман вăй-хăват çитеймест пулмалла. Парăнтаратех пулас ку чир мана. Ачасене çеç шел, ӳстерсе çитерейместĕп пулмалла, — тесе шăппăн йĕрсе ячĕ.
— Эс мĕн калаçатăн? Кун пек чирсене çеç мар, унтан хăрушшисене сыватаççĕ. Эс çамрăк, çамрăк организм хуть те мĕнле чире те парăнтарать. Çитменнине, эсĕ пĕччен мар, санăн эпир пур. Нивушлĕ тăваттăн пĕр чире парăнтараймăпăр. Эпĕ врачсемпе канашларăм. Сывлăх министерствине çитсе килтĕм, унти çынсемпе курса калаçрăм. Германинче кун пек чире операци туса сиплеççĕ иккен. Санăн чир хучĕсен копине туса çыру çырса ятăмăр. Лерен хирĕç хурав килеймен-ха. Укçа кирлĕ пулсан машинăна, çурта та сутăп — сана пурпĕрех сыватăп. Тульккăш кăштах кĕт. Нимпе те ан парăн эс ку чире. Тархасшăн, итле мана, чирне ан парăн, — тесе ачашшăн çупăрларĕ арăмне Алик.
Кунсем хăй йĕркипе шурĕç. Ахаль чухне куç хупса иличчен кун иртсе каятчĕ. Халĕ вара тимĕр шапа утăмĕпе шунăн туйăнчĕ. Хурав килессе кĕтеççĕ-çке вĕсем.
Алик вара çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕ. Каçсерен машинипе такси вырăнĕнче çӳрерĕ. Юрать пĕрле ĕçлекен юлташĕсем ăнланаççĕ. Хăш чухне черечĕсене Алике параççĕ. Май пур чухне тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшаççĕ. Министерствăна та кĕрсе тухрĕ, хуравĕ пĕр уйăх хушшинче каялла килмелле тенĕччĕ — çитеймен иккен-ха.
Паллах, çăмăл пулмарĕ иккĕшне те. Алиса ним шутлама та пĕлмерĕ. Малтан хăй чирĕ çинчен пĕлсен йĕмен кун иртместчĕ. Вилессине пĕлсе тăчĕ, çапах та килтисене никама та кун çинчен каламарĕ. Катьăна мĕн май килнĕ таран хĕрарăм ĕçĕсене хăнăхтарчĕ. Кайран çăмăл пултăр терĕ. Сашăшăн питĕ пăшăрханчĕ. Ытла пĕчĕк-çке вăл. Ăна шăпах амăшĕ кирлĕ. Хăй çӳренĕ чухне тесе ачисем валли çи-пуç хатĕрлерĕ, кайран унсăр вĕсене йывăр пулĕ. Хатĕррипе усă курма йывăр пулас çук.
Алик та çапла ĕçлесе ывăнчĕ, çапах та чăтать-ха вăл. Ун чăтмаллах.
Пĕр каçхине темшĕн ĕç сахалтарах пулчĕ. Юлташĕсемпе вĕсем яланах ĕç хыççăн канса илме Федя ятлă юлташĕ патне чарăнкалатчĕç. Паян та ĕç çуккине кура ун патне пухăнчĕç. Ун пек чухне Алик килне каяканччĕ, паян вара темшĕн ыттисемпе пĕрле вăл та чарăнчĕ. Эрех-сăрапа нихçан та туслă пулман вăл. Ăна ĕçме сăлтавĕ те пулман унăн. Паян вара юлташĕсен сăлтавĕ те пур иккен. Федьăн çуралнă кунĕ.

