Кашни ҫулах июнь уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир Ҫамрӑксен кунне уявлатпӑр. Ҫак уявра пӗрле пуҫтарӑнса савӑнасси, тӗрлӗ профессире, творчествӑра, обществӑлла ӗҫре уйрӑмах активлӑ, пултаруллӑ ҫамрӑк ҫынсене чысласси йӑлана кӗнӗ. Шӑпах вӗсем самана уттипе тан утса, ҫӗнӗлӗхсене ҫӑмӑллӑнах ӑша хывса аталану ҫулӗпе хастаррӑн талпӑнаҫҫӗ, пуласлӑх никӗсне хываҫҫӗ. Июнӗн 28-мӗшӗнче Комсомольски округ центрӗнче те хаваслӑ уяв иртрӗ.
Чи малтанах ҫамрӑксем «Кӗтне» ФСК-ра йӗркеленӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшрӗҫ. «Дворовый тренер» программӑпа килӗшӳллӗн кунта мини-футбол тата волейбол вӑййисем иртрӗҫ. Футболла выляса 1-мӗш вырӑна «Урмай» команда ҫӗнсе илчӗ. 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсенче «Комсомольск» тата «Север» командӑсем. Волейбол турнирӗнче «Лучшие на селе» тата «Молодежка» командӑсем маттуррисем пулчӗҫ.
Каҫхине администраци ҫурчӗ умӗнчи лапама ҫамрӑксем ҫеҫ мар, ватти-вӗтти те пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫамрӑк артистсем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарса пурне те ташша йыхравларӗҫ. Мероприятие ертсе пыракан Александр Яшков («Богатырь» блогер) шӳчӗсемпе пуҫтарӑннисене тата та хаваслантарчӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пурне те уявпа ӑшшӑн саламларӗ, ҫамрӑксене малашне те пур енӗпе те малта пулма, ҫӗнӗ шухӑшсемпе хавхаланма, ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума сунчӗ. Вӑл «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ тӑвасси» проект тӑрӑх тирпей-илем кӗртмелли объектсемшӗн сасӑлава йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ Арина Гельметдиновӑна, Юлия Исаевӑна, Анна Тимкинана, Максим Козлова, Илья Оленева округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе чысларӗ. «Ялта чи лайӑххисем» агрослета йӗркелесе ирттерес ӗҫе активлӑн хутшӑннӑшӑн округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Ольга Григорьева ЧР ял хуҫалӑх министрӗн Тав хутне тивӗҫрӗ. Агрослета хутшӑннӑ округ командине те ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Тав ҫырӑвне пачӗҫ.
Уявра округ шайӗнче иртнӗ «Чи лайӑх ҫамрӑк специалист — 2025» конкурсра мала тухнисене те чысларӗҫ, ҫав шутра: Урмаел вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Гельшат Шейгереева, «Радуга» ача сачӗн воспитателӗ Анастасия Боровкова, Комсомольски тӗп больницин фельдшерӗ Лейсан Хаертдинова, «Комсомольские овощи» агрофирма инженерӗ Евгений Козин, администрацин правӑпа кадр ӗҫӗн пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Анжелика Куданова, райпон кадрсемпе ӗҫлекен инспекторӗ Наталия Голыева, администрацин ҫул-йӗр, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх секторӗн заведующийӗ Ильшат Минуллин, илемлӗх студийӗн визажисчӗ Ирина Орлова.
Волонтерсен юхӑмне аталантарма пулӑшнӑшӑн, округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑннӑшӑн Кристина Миговоровӑна, Дарья Вунберовӑна, Екатерина Макаровӑна, Мадина Закировӑна, Даниил Тарасова, Виктория Токмаковӑна округ пуҫлӑхӗн Тав хутне парса хавхалантарчӗҫ.
Уяв савӑнӑҫлӑ концертпа тата дискотекӑпа вӗҫленчӗ.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

