Вторник, 13 октября

Ял уявӗ ентешӗсене хӑй патне пуҫтарнӑ

Ял уявӗ ентешӗсене хӑй патне пуҫтарнӑ

Июнӗн 28-мӗшӗнче Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче  кунта пурӑнакансем Ял уявне йӗркеленӗ.  Унта ку тӑрӑхра ҫуралса, унӑн сиплӗ  сывлӑшне сывласа ӳссе ҫитӗннӗ, халӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене саланнӑ ентешӗсем те, хӑнасем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Уяв ЧР Пуҫлӑхӗн «Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем» проекчӗпе иртнӗ.

Ял ҫыннисем округ пуҫлӑхне Николай Раськина тата Александровка территори уйрӑмӗн начальникне Любовь Поляковӑна, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем пуҫтарӑннисене  уявра савӑнса канма, яла малалла аталанма ӑнӑҫу суннӑ. Тӑван кӗтес пурнӑҫӗшӗн, илемӗшӗн, аталанӑвӗшӗн уйрӑмах тӑрӑшакансене, пултаруллисене  наградӑсем панӑ. Ку ялти ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе ӗҫлеме пуҫланӑ «Содружество» ООО ертӳҫи Сергей Мельников та хӑй сӑмахӗнче ялта пурӑнакансене пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме ҫирӗп сывлӑх суннӑ.

Александровка территори уйрӑмӗнчи ялсенчи художество пултарулӑх коллективӗсемпе уйрӑм юрӑҫӑсем, эстрада ҫӑлтӑрӗсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса уява килнисене савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

Вӑй-хал енчен ҫирӗпписем канат туртса вӑй виҫнӗ, программӑри ытти спорт ӑмӑртӑвӗсемпе вӑййисене хутшӑннӑ.

Ял уявӗнче вырӑнти ӑстаҫӑсен япалисене курса киленме те май пулнӑ. Ял ҫыннисем чун каничченех каннӑ, тулли кӑмӑлпа килӗсене саланнӑ.

Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ округра чи ваттисенчен пӗри. Ун пирки  1600 ҫул вӗҫӗнчех асӑнни пур. Кунта хальхи Сӗнтӗрвӑрри округне кӗрекен  Сӗнтӗр ялӗнчен чӑваш хресченӗсен  11 ҫынран тӑракан пӗр ушкӑнӗ, хырҫӑ пуҫтаракансен хӗсӗрлевне чӑтаймасӑр тата пурнӑҫ йывӑрланса пынипе кӑнтӑр енчи пушанса юлнӑ ҫӗрсем  еннелле  килнӗ  ҫынсем пуҫарса янӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем малтан килсе вырнаҫнӑ вырӑн аслӑ ҫул ҫывӑхӗнче пулнипе вӗсене тӑтӑшах вӑрӑ-хурахсем килсе тапӑннӑ, ҫаратнӑ. Ҫавӑнпа та  чӑвашсем тата вӑрманти чӑтлӑхлӑ вырӑна куҫса кайнӑ. Кунта йывӑҫсене касса, тункатасене кӑкласа  тырӑ акма ҫӗр тунӑ. Каярахпа унта татах та ҫынсем куҫса килнӗ. Майӗпен кил-ҫурт шучӗ те ӳснӗ, халӑх та йышланнӑ. 1805 ҫулти ревизи тӑрӑх Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче 33 ҫуртра 131 арҫынпа 138 хӗрарӑм пурӑнни паллӑ. 1866 ҫулта вара 45 хуҫалӑх шутланнӑ, 240 арҫын тата 280 хӗрарӑм пурӑннӑ. Ялта ҫил вӑйӗпе авӑракан арман пулнӑ. 1907 ҫулта ял палӑрмаллах пысӑкланнӑ. Кунта 1028 ҫын пурӑннӑ. Ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. 12 ҫулта пӗрре арҫынсен шутне кура ҫӗр валеҫнӗ.

Ку ялта пурнакансем 1923 ҫулта «Будильник» ял хуҫалӑх юлташлӑхӗ йӗркеленӗ. Ӑна Йӗпреҫ  уесӗн ҫӗрӗҫ управленийӗнче регистрациленӗ. 1931 ҫулта  «Правда» ял хуҫалӑх артелӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш председатель И.М.Марков пулнӑ. 1959 ҫулта вӑл Хырай Ӗнелӗнчи «Искра» колхозпа пӗрлешнӗ. 1964 ҫултан пуҫласа 1994 ҫулччен Александровкӑри «Россия» колхоз йышӗнче пулнӑ.

1891 ҫулта ялта грамота шкулӗ уҫнӑ, 1895 ҫулта вӑл чиркӳпе приххут шкулӗ пулса тӑнӑ. 1931 ҫултан кунта 7 ҫул таран вӗрентнӗ.

1928 ҫулта ку ялтан тухнӑ ҫынсем Кӗтне юханшывӗн ҫурҫӗр енӗнче тепӗр ял пуҫласа янӑ. Вӑл — Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗ.

Кивӗ Сӗнтӗрте ҫӗршыв, республика, округ историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсем те чылайӑн кун ҫути курса  ӳссе ҫитӗннӗ. Н.П.Паймушин Комсомольски районӗн ӗҫтӑвком председателӗнче, республикӑри ытти яваплӑ пысӑк вырӑнсенче ӗҫленӗ, Ӗҫлӗх хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ. И.Т.Кокшин  Чӑваш Халӑх академийӗн президенчӗ пулнӑ. «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин тӗп архитекторӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, тӑван ялӗнче историпе этнографи музейӗ уҫнӑ. В.М.Никифоров Пӗтӗм Раҫҫейри сад ӑстисен академийӗн членӗ, халӑх академикӗ. А.Ф.Маркова РСФСР суту-илӳ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Совет потребкооперацийӗн отличникӗ», Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ… Ӗмӗр тӑршшӗпе тӗрлӗ отрасльсенче ырӑ ят-сум ҫӗнсе илнӗ тата нумай ҫынна хӑйӗн «сӑпкинче» сиктерсе ҫын тунӑ Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ. Вӑл малашне те пурӑнтӑр, аталантӑр.

Валентина Шингалова,

округри архив секторӗн  заведующийӗ,

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *