Наркотиксене тата вӗсен саккунсӑр ҫавӑрӑнӑшне хирӗҫ кӗрешмелли кун умӗн (июнӗн 26-мӗшӗ) округра профилактика тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркеленӗ.
Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли «Орлята» ҫуллахи лагерӗнчи ачасемпе вырӑнти культура ӗҫченӗсем Г.Н.Родионовӑпа Е.Н.Яковлева, Комсомольски округӗн администрацийӗнчи ачасем енӗпе ӗҫлекен Е.В.Самарина, Г.К.Гадельянова специалистсем тӗл пулнӑ. Вӗсем вӗренекенсене наркомани обществӑшӑн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл ҫын организмне пысӑк сиен кӳни пирки чарӑнса тӑнӑ. Наркотик сӗнекенсем пулсан мӗнле утӑмсем тумаллине ӑнлантарнӑ. Наркотиксен сиенӗ ҫинчен калакан буклетсем валеҫсе панӑ.
Ҫавӑн пекех наркотиксене хирӗҫ тӑмалли уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче Киров поселокӗнчи Н.Краснова культура ӗҫченӗ «Выбор за тобой: жизнь без наркотиков» информаци сехечӗ ирттернӗ. Йӑлмахвари культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Р.Смирнова «Жить без наркотиков» калаҫу йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫуртӗнче пулнӑ «Я выбираю жизнь» мероприятире те калаҫу наркомани ҫинчен пынӑ.
Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене наркотиксен сиенӗ ҫинчен ытларах пӗлме, вӗсенчен асӑрханма пулӑшмаллах.
Сайтсем ҫинчи хыпарсем тӑрӑх Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

