Ҫӗмӗрле хулинчи культурӑпа кану паркӗнче ӳсекен чи ватӑ юман «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурса хутшӑнать. Вӑл 250 ҫулта, 26,5 метр ҫӳллӗш, вуллин сарлакӑшӗ — 1,3 метр.
Пурӗ конкурса 70 йывӑҫа тӑратнӑ. Вӗсем хушшинче Чӑваш Енри юман хальлӗхе чи нумай сасӑ пуҫтарнисенчен пӗри — уншӑн 9400 ытла ҫын сасӑланӑ. Апла пулин те, ҫакӑнпа чарӑнса тӑрар мар, ҫирӗп те тӗреклӗ йывӑҫа конкурсра ҫӗнтерме пулӑшар. Ҫакна валли www.rosdrevo.ru сайта кӗрсе 33-мӗш номерлӗ йывӑҫа тупмалла, уншӑн сасса панине ҫирӗплетсе электрон почта ҫине килекен кода кӗртмелле.
Сасӑлав августӑн 1-мӗшӗччен пырать. Пуян историллӗ чӑваш юманӗ мала тухса ҫӗршывӗпе палӑрасса шанатпӑр.

