Вторник, 13 октября

Уй-хирте ӗҫ вӗрет

Уй-хирте ӗҫ вӗрет

Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин  «Луч» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче уй-хир ӗҫӗсем епле пурнӑҫланнипе кӑсӑкланнӑ.  Ҫавна май Анатолий Семенов председательпе тӗл пулнӑ, уй-хире ҫитсе курнӑ.

Паянхи кун ял хуҫалӑх кооперативӗнче выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.

Хуҫалӑхра 100 гектар куккурус тата 330 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑк акнӑ,  120 гектар хӗвелҫаврӑнӑш ҫитӗнет. Ҫаксем выльӑх-чӗрлӗх валли хатӗрлемелли чи паха культурӑсем.

Хуҫалӑхра паянхи кун хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ, кунта ӗнесене сумалли зала хута яма хатӗрлеҫҫӗ. Строительство ӗҫӗсене пикеннӗ те ӗнтӗ. Хуҫалӑхра сӑвакан ӗнесем 135 пуҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *