Июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта тата Етӗрнере Чӑваш Республики 105 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ уяв пысӑк шайра кӗрлесе иртсе кайрӗ. Ҫак кун тӗп хуламӑрта йӗркеленӗ Пӗтӗм чӑваш Акатуйӗ те пурин асӗнче чылайлӑха асра юлӗ. Унта Пушкӑртстанри, Мари Республикинчи, Тутарстанри, Чулхулари, Оренбургри, Самара тата Ульяновск облаҫӗсенчи, ҫавӑн пекех хамӑр республикӑри, вӑл шутра Комсомольски муниципалитет округӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ.
Хӗрарӑмсене чысланӑ
Илемлӗ, ӑслӑ, ӑнӑҫлӑ, хастар, пултаруллӑ. Шӑпах ҫавӑн пек хӗрарӑмсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чысларӗҫ. Вӗсем республикӑра 5-мӗш хутчен йӗркеленӗ «Эпӗ — хӗрарӑм!» конкурсра палӑрнӑ.
«Конкурс хастар, пултаруллӑ, тимлӗ хӗрарӑмсене пӗрлештерекен тивӗҫлӗ йӑла пулса тӑчӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — социаллӑ сферӑна, экономика аталанӑвне, общество ӗҫне хӗрарӑм пысӑк тӳпе хывнине палӑртасси. Конкурса хутшӑнакансене хавхалану тата ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатӑп. Ҫак проект сирӗн ӗмӗтӗрсене пурнӑҫламалли тепӗр утӑм пултӑр. Сирӗн тӗслӗх ыттисене хавхалантартӑр», — палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Конкурс ирттернӗренпе пилӗк ҫул хушшинче унта Чӑваш Енӗн пур муниципалитетӗнчен тата Раҫҫейӗн 11 регионӗнчен 5000 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Кӑҫал Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Тюмень, Ульяновск, Оренбург, Мурманск облаҫӗсенчи тата ытти регионсенчи 2187 хӗрарӑм Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсен союзӗ ирттерекен конкурса хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, 12 участник 90 ҫултан иртнӗ, виҫҫӗшӗ — 100 ҫулта.
Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи маттур хӗрарӑмсем те конкурса хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал унта 53 ҫын пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Чылайӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Урмаел вӑтам шкулӗн педагогӗ Алсу Фаткуллина «К знаниям без барьеров» номинацире 3-мӗш пулнӑ. Викторина Шуряшкина «Свое, родное, чувашское» номинацире Гран-при ҫӗнсе илнӗ.
«Черчен чечексем»
Уяв кунӗ тӗрлӗ мероприятисемпе пуян пулнӑ. Комсомольски исскуствӑсен шкулӗн воспитанникӗсем: «Островок» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Татьяна Иванова), «Тевет» ача-пӑча фольклор ансамблӗ (ертӳҫисем Татьяна Макарова, Сергей Просвирнов) тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем «Черчен чечексем» фестиваль-конкурсӑн гала-концертне хутшӑннӑ. Асӑннӑ фестивале регионти 17 муниципалитетри 400 ытла ача хутшӑннӑ.
Фестивальте тупӑшнӑ
Республика кунӗнче округри ӑста спортсменсем Етӗрне хулинче йӗркеленӗ «Земля спорта» фестивальте тупӑшнӑ. Кунта спортсменсен вӑйне тӗрлӗ дисциплинӑра тӗрӗсленӗ. Вӗсем кире пуканӗ йӑтнӑ, трактор туртнӑ, трактор урапине кустарнӑ, алӑ вӑйне виҫнӗ. «Силовой экстрим» дисциплинӑра Петр Порядков 5-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Галина Волкова 7-мӗш пулнӑ. Июнӗн 23-мӗшӗнче район центрӗнче йӗркеленӗ концерта та халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Комсомольски искусствӑсен шкулӗн воспитанникӗсем, культура ӗҫченӗсем хаваслӑ юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

