Вторник, 13 октября

Ял 100 ҫул тултарнӑ, ентешӗсене пуҫтарнӑ

Ял 100 ҫул тултарнӑ, ентешӗсене пуҫтарнӑ

Июнӗн 21-мӗшӗнче Вутлан ялӗ 100 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Вӑл Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ О.Николаев пуҫарнӑ «Яркое лето Чувашии» проектпа йӗркелекен мероприятисен йышӗнче хӑйнеевӗрлӗхпе, хаваслӑхпа иртнӗ.

Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ С.В.Кондратьева, Комсомольскинчи больницӑн тӗп врачӗ, депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ И.И.Ефремова, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ А.С. Борисов, ӗҫ ветеранӗ, «Заря» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ Г.М.Киргизов тата ытти хӑнасем те саламланӑ. Ял халӑхне малашне те хастар пулма ӑнӑҫу суннӑ. Пултаруллӑ ҫынсене наградӑсемпе парнесем парса чысланӑ.

Уяв кунӗнче кунӗпех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑраннӑ. Сцена ҫине вырӑнти юрӑҫӑсемпе пӗрле Тукай территори уйрӑмӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсем тухса татах та савӑк кӑмӑл парнеленӗ.  Уяв кунӗнче вырӑнти ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе те паллашма май пулнӑ. Вӑй-хал енчен ҫирӗпписем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ. Чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсем ҫак куна татах та илемлӗх кӳнӗ. Ял юбилейӗ пуриншӗн те асра юлмалла иртсе кайнӑ.

Вутлан ялӗ округра чи ҫамрӑккисенчен пӗри. Унӑн кун-ҫулӗпе утса иртер-ха. 1925 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнче Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗн пухӑвӗнче унта пурӑнакансен пӗр ушкӑнӗ Тӑманлӑ Выҫли ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем ҫине пурӑнма каясси пирки пӗлтерет. Ял ятне «Вутлан» тесе палӑртаҫҫӗ, 1925 ҫулхи июлӗн 28-мӗшӗнче ял хуҫалӑх артелӗ тӑвас ыйтупа пухӑва пуҫтарӑнаҫҫӗ. П.Ф.Знаменский, Е.Ф.Скворцов тата Т.Д.Смолин пуҫарӑвӗпе «Красное Знамя» ял хуҫалӑх артелӗ туса хураҫҫӗ. Унта 14 хуҫалӑхра пурӑнакан 42 ҫын кӗрет. Правлени председательне  П.Ф.Знаменские суйлаҫҫӗ.

Тепрер ҫултанах ял пысӑкланма пуҫлать. Кунта Вӑрманхӗрри Чурачӑк, Тӑманлӑ Выҫли, Ҫӗнӗ Мӑрат, Анат тата  Тури Тимӗрчкасси, Аслӑ Чурачӑк ялӗсенчен тата Преображенка поселокӗнчен ҫынсем куҫса килеҫҫӗ.

Архив докуменчӗсем тӑрӑх 1926 ҫулта колхоза «Интернационал» ят параҫҫӗ. 1936 ҫулта колхозӑн ҫӗнӗ Уставне йышӑнаҫҫӗ.

1950 ҫулта ҫӗршывра  пӗчӗк колхозсене пысӑклатас юхӑм пуҫланать. «Интернационал» колхоза кӳршӗри Ҫӗнӗ Мӑратри  «Мурат» колхозпа пӗрлештерсе Жданов ячӗллӗ хуҫалӑх туса хураҫҫӗ. Кайран ӑна «Заря» ят параҫҫӗ.

Историре Вутлан ялӗ ача  ҫурчӗ пулнипе те палӑрса тӑрать. 1929 ҫулта Никольско-Иверски общинӑра тӑнӑ  «III Интернационал» ячӗллӗ тӑлӑх ачасен ҫуртне 30 ачапа тата вӗсене пӑхакансемпе пӗрле куҫарса килеҫҫӗ. 1930 ҫулсенче кунта трахомӑна сиплекен пункт  та ӗҫленӗ.

1936 ҫулта ялта клуб тӑваҫҫӗ. А.Чернова тӑрӑшнипе ун ҫумӗнче художество пултарулӑх коллективне йӗркелеҫҫӗ. Комсомольски районне туса хурсан 1939 ҫулта райпотребсоюз магазинӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.1941 ҫулта маларах Аслӑ Чурачӑкра ӗҫленӗ «Красный инвалид» производство артелӗ те Вутланра 2 гектар ҫӗр илсе унта куҫать. Ку артельте Аслӑ Чурачӑк, Чӗчкен, Вӑрманхӗрри Чурачӑк, Эткер ялӗн ҫыннисем ӗҫленӗ. Вӗсем тӑмран, йывӑҫран тӗрлӗ япаласем ӑсталанӑ, ҫӗвӗ ӗҫӗпе тӑрӑшакансем те, кӑҫатӑ йӑвалакансем те, ҫӑм тапакан машинӑпа ӗҫлекенсем те, вӗрен явакансем те пулнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ.  Кунти ӗҫченсем фронта валли нумай продукци хатӗрлесе ӑсатнӑ. 1943 ҫулта анчах 22 мӑшӑр атӑ-пушмак ҫӗленӗ,1100 мӑшӑр юсанӑ, 354 мӑшӑр кӑҫатӑ ҫапнӑ, кӗрӗк тата ҫиелтен тӑхӑнмалли нумай ӑшӑ тумтир хатӗрленӗ, катка-пичке ӑсталанӑ, кантра явнӑ. 1953 ҫулта ку артеле «Заря» вӑрман пункчӗпе пӗрлештернӗ.

Вутланран 55 ҫын Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа тухса кайнӑ, 36-шӗ ӗмӗрлӗхех ҫапӑҫу хирӗсенче выртса юлнӑ.

Вутлан ялӗнчен паллӑ ҫынсем те сахал мар тухнӑ. Акӑ, Виктор Леонтьевич Немцев чӑваш халӑх художникӗ, Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, ,ҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ, акробатика енӗпе спорт мастерӗ ку ялта кун ҫутине килнӗ. Николай  Васильевич Зубов физикӑпа математика наукисен докторӗ, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫейри естествӑлла наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ те кунтах ҫуралнӑ. Вилтӑприйӗ те унӑн кунта. Вутлан сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ ҫӗршер ҫын ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче ӗҫлесе пурӑнать. Вӗсем тӑван тӑрӑха манмаҫҫӗ. Ял 100 ҫул ҫитнине паллӑ тума килекенсем те чылайӑн пулнӑ. Малашне те пурӑнтӑр ял, хӑйӗн ҫӗрӗн вӑйне парса тӑтӑр!

Валентина Шингалова,

 Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *