Вторник, 13 октября

Хӑнасем – республикӑра, туризм аталанать

Хӑнасем – республикӑра, туризм аталанать

«Ҫулҫӳрев Еврази чӗрине» тӗнчери экспедицине хутшӑнакансем икӗ кун республикӑра пулнӑ.    

Экспедицие пилӗк ҫӗршыв тата 30 ытла хулан представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Маршрут  Раҫҫей,  Таджикистан,  Казахстан,  Кыргызстан  тата Узбекистан тӗп регионӗсем урлӑ иртет.  Чӑваш Ен — ҫак пысӑк маршрутӑн пӗлтерӗшлӗ пункчӗ.

«Эпир хамӑрӑн республика хӑнасемпе инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ пултӑр тесе хастар ӗҫлетпӗр.  Тӗп Ази регионӗсемпе ӗҫлессине  тӗп тӗллевсенчен пӗри тесе шутлатпӑр. Туризм вӑл ҫул ҫӳресси  ҫеҫ мар,  опыт пуянлатасси,  халӑхсем хушшинчи туслӑха тата пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнӑва  ҫирӗплетесси те. Эпир Чӑваш Енре йӑла-йӗркене сыхласа упратпӑр,  ҫӗнӗ проектсем аталантаратпӑр,  пӗр-пӗринпе хутшӑнма тӑрӑшатпӑр.  Пирӗн пата килсе ҫӳрӗр», — пӗтӗмлетнӗ Олег Николаев тӗл пулӑва хутшӑннӑ май.

Экспедице хутшӑнакансем «Ясна» этнокомплексне,  Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне, Чӑваш наци музейне ҫитсе курнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *