Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ Акатуйра савӑннӑ. Ҫак ырӑ йӑлана пирӗн округра та тытса пыраҫҫӗ. Кӑҫал ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ июнӗн 14-мӗшӗнче вӑрман уҫланкинче иртет. Вӑл 10 сехетре пуҫланать. Уяв программи тулли те тӗрлӗ енлӗ. Унпа хаҫатра (3-мӗш страницӑра) паллашма пултаратӑр.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑваратпӑр. Вӑрман уҫланкине ҫитме район центрӗнчен автобуссен маршрутне йӗркеленӗ.
Пурте уява ҫитсе курӑр.

