Июнӗн 9-мӗшӗ Йӑлмахвасемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ: кунта Сӑр хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑка уҫрӗҫ тата Германири Совет ҫар ушкӑнӗ 80 ҫул тултарнине округ шайӗнче уявларӗҫ.
Мероприятие округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Германири Совет ҫар ушкӑнӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Николай Смирнов, халӑх академикӗ Павел Зайцев, ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Чи малтан ГСВГ членӗсене хисеплӗ наградӑсем: медальсем тата грамотӑсем парса чыс турӗҫ.
Уява ертсе пыракан Дарья Грибова Сӑр чикки ҫинчен тӗплӗнрех каласа кӑтартрӗ. Павел Зайцев хӑйӗн аслашшӗ 22 ял ҫыннипе пӗрле Сӑр чиккинче оборона заказне пурнӑҫлани ҫинчен асӑнса хӑварчӗ. Колхоз председателӗ пулнӑ Тимофей Зайцева пултарулӑхӗшӗн Хисеп грамоти парса чысланӑ. Вӑл ҫемье архивӗнче паянхи кун та упранать.
Ӗҫ паттӑрӗсене асӑнса Йӑлмахвасем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паркӗнче уйрӑм палӑк лартма шут тытнӑ. Ҫакӑн пек ӗҫе, паллах, укҫа-тенкӗсӗр пурнӑҫлама ҫук. Ку енӗпе пысӑк пулӑшу кӳнӗ ҫынсене уйрӑммӑн палӑртса хӑварас килет. Вӗсем: Николай Смирнов, Валерий Павлов (Комсомольски ялӗ), Олег Миронов, Андрей Абусев. Палӑка туса вырнаҫтарас енӗпе тӗрлӗ ӗҫре палӑрнисем: Алексей тата Анатолий Дмитриевсем, Вячеслав Албутов, Геннадий Яковлев. Пӗтӗм ӗҫе йӗркелесе, ертсе пыраканӗ — Павел Зайцев.
Мероприятире Олег атте (Хирти Ӗнел чиркӗвӗ) палӑка сӑвапларӗ. Вӑл ку сӑвапланӑ вырӑнта пирус туртма, ҫуйхашма, эрех-сӑра ӗҫме юраманни пирки ӑнлантарса пачӗ. Ҫавӑн пекех парк алӑкне хупса ҫӳреме сӗнчӗ, унсӑрӑн выльӑхсем кӗрсе сӑтӑр тума пултараҫҫӗ, лартнӑ йывӑҫсене, чечексене таптаса пӗтереҫҫӗ.
Йӑлмахвасем уявпа питӗ кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Ял варринче ҫакӑн пек илемлӗ вырӑн туса хуни, вӑл кунран-кун ҫӗнӗ палӑксемпе пуянланни ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре те питӗ пулӑшнине палӑртрӗҫ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

