Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев Патшалӑх Канашне янӑ кӑҫалхи Ҫырӑвӗнче те, тӗлпулусенче те регионта культура учрежденийӗсене ҫӗнетсе аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. Ку енӗпе чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Вӑл шутра ялти библиотекӑсене хӑтлӑх кӗртесси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Акӑ, пирӗн округри Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекинче те пысӑк юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ. Халӗ унӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑнса палӑрмаллах илемленнӗ. Ял ҫыннисене унта ҫӳреме, кӗнекесем суйласа илме, кирлӗ информаци пуҫтарма, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пур условисем те ҫителӗклӗ.
Аслӑ Ҫӗрпӳел библиотеки пысӑк пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Унта 9451 кӗнеке шутланса тӑрать. Вӑл шутран вырӑслисем те, чӑвашла ҫырнисем те, тутарлисем те пур. Ачасем валли ҫырнӑ пине яхӑн кӗнеке хӑй вулаканӗсене тупнӑ.
— Пирӗн тӑрӑхра кӗнекепе туслӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем библиотекӑна кӗнеке илме пынипе пӗрлех хаҫат-журнал вулама та, тӗрлӗ темӑсемпе калаҫса ларма та килеҫҫӗ, вуланӑ кӗнекесене те сӳтсе яватпӑр. Юсав ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра чӑрмавлӑрах пулчӗ. Чӑн-чӑн кӗнеке тусӗсем ку вӑхӑтра Комсомольскинчи тӗп библиотекӑпа ҫыхӑну тытрӗҫ. Хам эпӗ тӑтӑшах шкул коллективӗпе пӗрле пултӑм тесен те юрать пулӗ. Ачасемпе час-часах тӗрлӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшрӑм. Пӗчӗккисене кӑсӑклантарас тесе вӗсемпе тӗл пулма юмахсенчи сӑнарсен тумӗсемпе каяттӑм. Ачасемшӗн интереслӗ пултӑр тесе ятарласа ҫӗлеттертӗм,— тет Г.Н.Родионова.
Галина Николаевна библиотекарьте 2011 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑрнар районӗнчи Чалӑм Кӑкшӑм хӗрӗ вӑтам шкул пӗтерсен Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетӗнче вӗреннӗ. Кунтах пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан пӗр вӑхӑт районта учительте тӑрӑшнӑ. Шупашкарти культура институтӗнче «Библиотека тата библиографи ӗҫӗ» специальноҫа вӗренсе тухнӑ.
Г.Родионова библиотекарь ӗҫне юратса, пысӑк хавхаланупа пуҫланӑ. Ҫакна 2014 ҫулта вӑл ертсе пыракан библиотека 2011—2013 ҫулсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Муниципаллӑ культура учрежденийӗсенчен чи лайӑххи» республикӑри конкурсра ҫӗнтерни те ҫирӗплетет. Ҫӗнсе илнӗ 100 пин тенкипе юсав ӗҫӗсем тунӑ, кӗнеке ҫӳлӗкӗсем, компьютер техники туяннӑ. 2015 ҫулта «Республикӑри ялти библиотекӑсенчен чи лайӑххи», ҫак ҫулах «XXI-мӗш ӗмӗр библиотеки» смотр-конкурсра «Ял библиотеки» номинацире ҫӗнтернӗ. Малашне те библиотека районти, республикӑри конкурссемпе смотрсене, акцисене хутшӑнса пынӑ, пӗрре мар малтисен йышне кӗнӗ. Хӑй те, Галина Николаевна, фестивальсемпе конкурссенче пултарулӑхне тӗрӗслет. «Я — женщина» республикӑри конкурсра та хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Кӑҫал пултаруллӑ хӗрарӑмсене С.В.Любимовӑпа А.Н.Евсеевӑна ҫак конкурса хутшӑнма пулӑшнӑ.
Ял библиотеки Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗпе пӗрлех Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӗсемпе пӗрле уявсене, паллӑ пулӑмсене халалласа мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Галина Николаевна хастар хутшӑнать ҫеҫ мар, вӗсене кирлӗ литературӑпа та, сӗнӳ-канашсемпе те пулӑшса пырать. Акӑ нумаях пулмасть Пӗтӗм тӗнчери Ҫемье кунне халалласа Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансемпе «Моя семья — моя пристань» литературӑпа музыка каҫӗ йӗркеленӗ. Унта ял ҫыннисем ачисемпе, вырӑнти «Илем» тата Комсомольскинчи «Каҫал» фольклор ансамблӗсем хутшӑннӑ. Урам варринче округ центрӗнчен килнӗ автоклуб пулӑшнипе чӑн-чӑн концерт ирттернӗ.
Библиотекӑра тата ытти ҫӗрте те мероприятисем йӗркелеме Алина Анатольевнӑпа Александр Васильевич Тихоновсем, Любимовсен ҫемйи те тӑтӑшах пулӑшса пынине палӑртать Галина Николаевна.
Тепӗр чухне ҫынсем халӗ кӗнекесем вуламаҫҫӗ, информаци ытларах телефонран, компьютертан илеҫҫӗ тенине илтме пулать. Г.Родионова ялта кӗнеке вулакансем йышлине палӑртать. З.А.Акчурина, Е.В.Макарова, П.И.Родионов, Н.В.Викторова, З.П.Козлова, Н.В.Чернова, В.В.Северов тата ыттисем те библиотекӑн яланхи хӑнисем. Вӗсем килекен ҫӗнӗ кӗнекесемпе ҫийӗнчех паллашаҫҫӗ, черет тӑрса вулаҫҫӗ. «Ҫуллахи каникул кунӗсенче вулакансен шучӗ татах та ӳсет. Хуларан тӑванӗсем патне килекен ачасем библиотекӑран тухмаҫҫӗ те темелле. Ялти ачасем хушшинче те вулакансем нумайӑн»,— каласа парать Г.Родионова.
«Культура» наци проекчӗ клубсемпе культура ҫурчӗсене, библиотекӑсене пулӑшас енӗпе ӗҫлет. Унӑн витӗмӗ ялсенче сисӗнет. Культура учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттерсе вӗсене палӑрмаллах хӑтлӑлатаҫҫӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи библиотека та, илемленсе хитреленнӗскер, ял ҫыннисене алӑкне яр уҫсах кӗтет.
Юрий Гаврилов.

