Майӑн 21-мӗшӗнче пӗтӗм республикӑри пекех пирӗн округра та черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унӑн кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем тӗпрен илсен ачасене, вӗренекенсене, вӗсене пӗлӳпе воспитани паракансене, ашшӗ-амӑшне пырса тивни ахальтен мар пулӗ. Кӗҫех вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленет, экзаменсем тытӑнаҫҫӗ, ҫуллахи каникул пуҫланать.
Пӗрлехи информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Вӑл тата Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров тухса калаҫакансен сӑмахӗсем ҫумне хӑйсен шухӑшӗсене палӑртса пычӗҫ.
2024—2025 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче округри вӗрентӳ учрежденийӗсем мӗнле ӗҫлесе пыни пирки округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ Н.А.Комиссарова каласа пачӗ. Пирӗн округра ачасене вӗрентӳпе воспитани парас тӗлӗшпе ача сачӗсем 4, шкул ҫулне ҫитмен ачасен 15 кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнӗ ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 16 шкулта 2457 ача пӗлӳ илет. Шел пулин те, вӗренекенсен шучӗ чакса пырать. Иртнӗ ҫул пӗрремӗш класа 220 ача килнӗ пулсан кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗнче 180 ача анчах пӗрремӗш хут парта хушшине ларӗ.
Иртнӗ ҫул пирӗн округри шкулсенчен 130 ача вӗренсе тухнӑ, вӗсенчен 39-шӗ тарӑн пӗлӳшӗн медальсене тивӗҫнӗ. Кӑҫал та шкул пӗтерекенсенчен чылайӑшӗ экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытасса шанма пулать. Вӗсене тарӑн пӗлӳ илме, тавракурӑмне тӗрлӗ енлӗн аталантарма пур вӗренӳ учрежденийӗсенче те кирлӗ условисем ҫителӗклӗ. Ҫулсеренех шкулсен пурлӑхпа вӗрентӳ хатӗрӗсен никӗсӗ ҫирӗпленсе пырать. Пур ача сачӗсенче те агролабораторисем уҫнӑ.
Округри шкулсенче вӗренекенсем вырӑнти, республикӑри, Раҫҫей шайӗнчи конкурссемпе фестивальсене те хастар хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал регион шайӗнчи предмет олимпиадисенче 1 вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ, 4-шӗ призерсем пулса тӑнӑ. Шел пулин те округри шкулсенче математика, физика, акӑлчан чӗлхин предмечӗсен, кӗҫӗн классен педагогӗсем ҫитмеҫҫӗ. Ку вӗренӳ ҫулӗнче «Земство вӗрентекенӗ» проектпа виҫӗ педагог ӗҫлеме пуҫланӑ-ха. 5 студент тӗллевлӗ майпа аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ, округ пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑраҫҫӗ.
Округра Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвас ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Наталия Александровна татах та чылай фактсемпе цифрӑсем илсе кӑтартрӗ, залра ларакан ӗҫтешӗсене вӗренӳ ҫулне лайӑх вӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ.
Нумай ачаллӑ, усрава илнӗ ачасем пур тата ҫӑмӑллӑхсене тивӗҫлӗ ытти категориллӗ ҫемьесене патшалӑх енчен тивекен пулӑшусем пирки ЧР ,ҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен Комсомольскинчи центрӗн тӗп специалисчӗ Н.Н.Галзанова тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ.
Федераллӑ «Пушкин картти» проект республикӑра тата пирӗн округра мӗнле пурнӑҫланса пынипе округӑн культура секторӗн заведующийӗ Д.Н.Грибова паллаштарчӗ. Ку карттӑна 14—22 ҫулхи ачасемпе ҫамрӑксене параҫҫӗ. Унта 5 пин тенкӗ. Унпа культура тӗллевӗсемпе ҫеҫ усӑ курма пулать. Статистика вӑл карттӑпа ҫамрӑксем ытларах театрсенче, кинотеатрсенче, музейсенче усӑ курнине ҫирӗплетет. Пирӗн республика «Пушкин карттипе» Раҫҫейре чи анлӑ усӑ куракан регионсен шутне кӗрет. Ҫакӑ ӳсекен ӑру илемлӗхе туйма, тавракурӑмне культура енчен ӳстерме ӑнтӑлнине ҫирӗплетет. Пирӗн округра пурӑнакансем те республикӑн культура пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкарти театрсемпе музейсене кайса ҫӳренипе пӗрлех, Урмаелӗнчи «Урмай» кинозала та ҫитсе илемлӗ фильмсем пӑхаҫҫӗ.
Часах шӑрӑх кунсем пуҫланаҫҫӗ. Ҫулсеренех республикӑра ку тапхӑрта шывра путса вилнӗ тӗслӗхсем пулаҫҫӗ. Шыва кӗнӗ чухнехи асӑрханулӑх пирки хӑй сӑмахӗнче округӑн ятарлӑ программӑсен, граждӑнла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн тӗп специалисчӗ А.В.Соловьева чарӑнса тӑчӗ. Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра шывра путса вилнӗ 35 тӗслӗх пулни кашнинех шухӑшлаттармаллине аса илтерчӗ.
Пӗрлехи информаци кунӗ вӗҫӗнче халӑха хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Юрий МИХАЙЛОВ.

