Вторник, 13 октября

Юлашки шӑнкӑрав ӑсатать ачасене

Юлашки шӑнкӑрав ӑсатать ачасене

Майӑн 22-мӗшӗнче округри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче кӑҫалхи  вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине пӗлтерсе юлашки шӑнкӑрав янранӑ. Ҫак ятпа пур шкулсенче те савӑнӑҫлӑ линейкӑсем иртнӗ. Шкулсен директорӗсем, уява килнӗ хӑнасем вӗренекенсене  саламланӑ, экзамен тытакансене ӑнӑҫусем суннӑ.

Кӑҫал пирӗн округри шкулсенче 99 ача 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерет. Вӗсене Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсем кӗтеҫҫӗ. Тӑххӑрмӗш класс пӗтернӗ 249 вӗренекенӗн те тӗрӗслев витӗр иртмелле пулать.

Вӗренекенсем хӑйсене тарӑн пӗлӳ панӑшӑн вӗрентекенӗсене  тав сӑмахӗ каланӑ, юрӑ-кӗвӗ, чечек ҫыххисем парнеленӗ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *