Майӑн 15-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне уявларӗҫ.
Унта Михеевсен, Столяровсен, Соколовсен, Ефремовсен, Морозовсен тата Кокоревсен ҫемйисем тӗрлӗ конкурссенче тупӑшрӗҫ, викторинӑра пӗлӗвне тӗрӗслерӗҫ. Ҫавӑн пекех «Манӑн ҫемье йывӑҫҫи» ӑсталӑх класӗ иртрӗ. Унта хутшӑнакансем пурнӑҫ йывӑҫҫи ӳкерсе ҫемье композицийӗсем хатӗрлерӗҫ.
Инна ЯДРОВА.

