Аслӑ экономика канашӗн президиумӗ ҫӗнӗ форматпа пӗрремӗш хут пуҫтарӑннӑ. Ларура Чӑваш Республикин Экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн 2020—2025 ҫулсенчи комплекслӑ программине (КПСЭР) пурнӑҫлассине, унӑн инфраструктура тата инвестици проекчӗсене тарӑннӑн пӑхса тухнӑ.
Стратеги докуменчӗсене хатӗрленӗ чухне социологи ыйтӑмӗсене, тишкерӳ ӗҫне, аталану ҫул-йӗрӗсене, округсемпе хуласен хастарӗсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Чӑваш Енӗн комплекслӑ программине 600 ытла инвестици тата 2350 ытла инфраструктура проекчӗ кӗрет.
Программӑна пурнӑҫлас ӗҫри ҫитӗнӳ республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах унта хутшӑннинчен килет.
Олег Николаев,
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре кашни муниципалитет хӑйӗн аталанӑвӗн мастер-планне хатӗрлеме тивӗҫ. Эпир ҫак программӑсене хӳтӗлеме стратегилле сессисем ирттерӗпӗр, вӗсенче халӑхӑн шухӑшне шута илӗпӗр. Ҫакӑ пире ҫынсене чӑннипех те кирлӗ проектсене ӗҫе кӗртме май парӗ. Хальхи вӑхӑтра муниципалитетсем хӑйсен стратегилле докуменчӗсене тӑвас енӗпе пикенсе ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн тӗллев — ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре республикӑна ҫитес ҫул ӑнӑҫлӑн аталантармалли уҫӑмлӑ план тӑвасси».

