Майӑн 5—6-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ спорт шкулӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «В.Г.Надеждина мемориалӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ.
Пирӗн округри «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанници Карина Ильина унта хутшӑннӑ. Вӑл 800 метра чупса 2007—2009 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Маттур спортсменкӑна саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
(Хамӑр инф.).

