«Ылтӑн» туй — ҫемьешӗн питӗ паллӑ, пӗлтерӗшлӗ кун. Ҫак уявччен пӗр-пӗринпе килӗштерсе, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнакан ҫемьесем чӑннипех те телейлӗ. Вӗсенче ӑнлану, ӑшӑлӑх, шанчӑклӑх хуҫаланать. Ҫак кунсенче Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Любовь Арсентьевнӑпа Николай Андреевич Морозовсем те «ылтӑн» туйне уявланӑ.
Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина мӑшӑра уяв ячӗпе ӑшшӑн саламласа Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн Тав хутне тата парне панӑ. Валентина Алексеевна юбилярсене ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей тата ҫемье ӑшши суннӑ.
Морозовсем ырми-канми ӗҫӗпе ял ҫинче хисеп ҫӗнсе илнӗ. Ҫемье пуҫӗ мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Гигант» колхозра водительте вӑй хунӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 45 ҫул. Любовь Арсентьевна нумай ҫул «Госсортучастокра» ӗҫленӗ, унтанах пенсие тухнӑ.
Килӗшӳллӗ мӑшӑр 3 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун вӗсене 5 мӑнукӗ савӑнтарать.
Тивӗҫлӗ канура пулсан та Морозовсем алӑ усса лармаҫҫӗ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк усраҫҫӗ, пахчара тӑрмашаҫҫӗ.
Телейлӗ мӑшӑра малашне те ҫемье ӑшшине упраса, алла-аллӑн утса пурнӑҫ ҫулне такӑрлатса пыма сунатпӑр.

