Апрелӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсене ҫырулӑх парнелекенӗ, ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ. Ҫак кун эпир Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр.
Ачасене тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарас, халӑх йӑли-йӗркине упрама, чӗлхе илемлӗхӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӗвне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе Ҫӗнӗ Мӑрат библиотекинче «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ятпа сӑвӑ конкурсӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та унта Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классенче вӗренекенсемпе шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне ҫӳрекенсем хаваспах хутшӑнчӗҫ. Т.А.Полякова, А.Г. Афанасьева, В.А.Филиппова, О.М.Шингалова тата культура ӗҫченӗсем мероприяти ачасемшӗн интереслӗ пултӑр тесе нумай тӑрӑшрӗҫ.
Малтанах пурте Иван Яковлев пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, Вӗрентекенӗмӗрӗн чӑваш халӑхне панӑ Халалӗпе паллашрӗҫ. Культура ӗҫченӗсем хаваслӑ юрӑ парнелерӗҫ.
Малалла чӑвашла сӑвӑ вулакансен конкурсне йӗркелерӗмӗр. Кашни ачах тӑван чӗлхен илемне, поэтсен шухӑшӗсене палӑртма тӑрӑшрӗ. П.Хусанкай, Я.Ухсай, М.Ҫеҫпӗл, Г.Орлов, К.Иванов, Г.Айхи тата ытти сӑвӑҫсен хайлавӗсем илемлӗн янрарӗҫ. Чи пултаруллисем Хисеп грамотисене тивӗҫрӗҫ.
Пурнӑҫра пӗр анне, тӑван чӗлхе те пӗрре. Анне чӗлхине упрасси — пирӗн тивӗҫ. Чӑваш чӗлхи кашни кун килте те, урамра та, хулара та, ялта та, шкулта та илтӗнсе тӑтӑр тесен пурин те тӑван чӗлхепе калаҫмалла.
Светлана Петрова,
библиотекарь.

