Паян тепӗр летчик-герой, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пулса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхех паттӑр ентешсен списокне кӗртсе хӑварнӑ Сергей Николаевич Ананьев ҫинчен ҫырса пӗлтеретӗп. Вӑл 1922 ҫулта ҫуралнӑ.
Архиври документсенче ун пирки икӗ тӗрлӗ ҫырса кӑтартнӑ. Сӑмахран, вӑл ҫуралнӑ вырӑна малтанхи документсенче Аслӑ Каҫал ялӗ тесе палӑртнӑ, каярах Канаш хули тесе ҫырса хуни те пур. 1941 ҫулта ҫамрӑк каччӑ Канаш район военкомачӗ урлӑ Хӗрлӗ Ҫара каять. Ҫав ҫулах ӑна ВЛКСМ ретне илеҫҫӗ.
1943 ҫулхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче 15-мӗш гварди бомбардировка авиацийӗн полкӗнче фотооборудованипе ӗҫлекен аслӑ техник должноҫне алла илсен ҫапӑҫӑва кӗрет. Полкра пулнӑ вӑхӑтра «Б-25» самолета каҫхи вӗҫевре тӗрлӗ объектсене ӳкерме кирлӗ фотооборудование 80 хутчен ӑнӑҫлӑн хатӗрленӗ, техника службин капитанӗ Ананьев хӑй те 18 хут каҫхи вӗҫевре пулнӑ, сӑн ӳкерчӗксем тунӑ. Ӑна «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медаль парса чысланӑ.
Кун хыҫҫӑн тата 35 хутчен ҫапӑҫу вӗҫевӗ валли кирлӗ фотооборудование тӗплӗн пуҫтарса самолет ҫине вырнаҫтарса лартнӑ. Оборудовани унӑн айӑпӗпе ӗҫлеменни пӗрре те пулман. Тата 13 хутчен аппарат мӗнле ӗҫленине тӗрӗслеме, ӳкермелли майсене вӗренме экипаж членӗ пулса тӳпене хӑпарнӑ. Вӑл тӑшманӑн пӗлтерӗшлӗ промышленноҫ объекчӗсене ӳкерсе таврӑннӑ. «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденне илме тивӗҫ пулнӑ.
Ҫапӑҫу заданийӗсенче кирлӗ сӑн ӳкерчӗксем тӑвасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Юлташӗсем пирӗн ентеше хисепленӗ. Дисциплина енчен те ыттисемшӗн вӑл яланах тӗслӗх пулнӑ.
1958 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнче Сергей Ананьев службӑна вӗҫленӗ. Вӑл икӗ хутчен «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденне (26.05.1945 ҫ., 30.12.1956 ҫ.), «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» (09.05.1945 ҫ.), «Будапешта илнӗшӗн» (09.06.1945 ҫ.) медальсене илме тивӗҫ пулнӑ.
1979 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Павел Зайцев.

